27 сентября 2008 г.
Çак кунсенче Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче республикăри патшалăх театрĕсен пултарулăх ертÿçисемпе тĕп режиссерĕсем журналистсемпе тĕл пулчĕç. 2008-2009 театр сезонне уçнă май вĕсен те, кусен те каламалли, пĕл¬мелли пайтах. Кунашкалли, пур театрти пултарулăх ертÿçисем сезон умĕн пĕрле пуçтарăнни, йăлара пулманччĕ-ха.
Пресс-конференцие, е чуна уçса калаçни темелле-ши, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Бондарев ертсе пычĕ. Паянхи, ыранхи пирки калаçнă май иртнине те аса илмелле пулĕ. Халĕ мĕн пуррин никĕсĕ-çке вăл. Çавна май иртнĕ сезон пирки пĕр-ик сăмахпа та пулин асăнмаллах. Хыçа юлнă сезонра пирĕн театрсем 1,5 пин спектакль кăтартнă, унта 303 пин çын пырса курнă. Сценăсем çине 28 çĕнĕ ĕç кăларнă. Тата çак пулăмсемпе асра юлчĕ: М.Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ, “Ылтăн маска” фестиваль иртрĕç, вăл е ку театр хăйсен юбилейĕсене паллă турĕç.
Çĕнĕ тĕллевсем, ĕçсем пирки театр режиссерĕсем акă мĕн каласа кăтартрĕç.
Валерий ЯКОВЛЕВ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи:
– Чăвашсен пĕрремĕш театрне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турăмăр.
Çапах та юбилей мероприятийĕсем малалла тăсăлаççĕ-ха. Акă, çитес уйăхăн 3-5-мĕшĕсенче Мускавра, “Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ” театрта, виçĕ спектакль кăтартăпăр. Вĕсем – Ф.Павловăн “Ялта” драми, А.Островскин “Шухă вырăнта” камичĕ тата А.Чебановăн “Праски кинеми мăнукне авлантарать” музыка камичĕ.
Ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче театр Хусана – пĕрремĕш утăмсем тунă хулана – çитсе килет. Сезона “Ялта” спектакльпе октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче уçăпăр. Çĕнĕ сезонри репертуарта 19 спектакль. Унсăр пуçне ачасем валли пилĕк юмах пур. Хальхи вăхăтра тата çĕнĕ произведенисемпе ĕçлетпĕр. Эпĕ хам 20 çул каяллах ĕнтĕ Болгарирен Й.Йовковăн “Албена” хайлавне илсе килнĕччĕ. Унта пурăнакансемшĕн “Албена” пирĕн “Нарспи” пекех. “Телейпе юнашар инкек” ятпа кăларасшăн ăна. Хăй вăхăтĕнче Софийăран режиссер та чĕнсе илес кăмăл пурччĕ, анчах кĕсье çÿхе пулнăран хамах ĕçе пуçăнтăм. Чăваш авторĕсенчен Н.Угаринăн “Туй пулать-и, туй пулмасть-и;” пьесине лартасшăн. Ăна сцена çине кăлараканĕ пурте пĕлекен Г.Большаков артист. Вăл хăйне режиссурăра тĕрĕслесе пăхас тет. А.Павлов режиссер ачасем валли юмах хатĕрлет, Н.Корчаков – А.Толстой çырнă “Кукушкины слезы” хайлава.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче улшăнусем пулнă. Халĕ унăн пултарулăх ертÿçи тата тĕп дирижерĕ – О.Нестерова, тĕп балетмейстерĕ – В.Кокорев. Çĕнĕ ертÿçĕсем театр малашлăхне акă мĕнлерех кураççĕ.
Станислав ВАСИЛЬЕВ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕн тĕп режиссерĕ:
– Çĕнĕ сезон куракана мĕнпе савăнтарĕ; Премьерăсем те, ытти мероприяти те пулĕ. Çармăс çыравçин Зинаида Долговăн пьеси тăрăх лартнă “Тăм тивнĕ чечексем” спектакль раштав уйăхĕнче тухĕ. Асăннă ĕç Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн, Раççей Культура министерствин, Раççей Президенчĕн хÿттипе ачасемпе çул çитменнисен театрсене Патшалăх тата общество пулăшăвĕ паракан программăн грантне тивĕçнĕ. М.Карягинăн “Кĕмĕл тумлă çар” пьеси те кăçалхи репертуарта пур. Ачасемпе çамрăксем валли вырăсла ĕçсем те хатĕрлетпĕр.
Юрий ФИЛИППОВ, Чăваш патшалăх пукане театрĕн пултарулăх ертÿçи:
– Икĕ çул каялла театр ЧР Президенчĕн грантне тивĕç¬нĕччĕ. Кăçал Е.Лисинăн “Хупах хăлхаллă Илюк” тата М.Юрьевăн “Атăлçи пăлхарĕсем” хайлавсем тăрăх лартнă спектакльсене пĕчĕк тусăмăрсем патне çитеретпĕр. Унсăр пуçне тата ытти çĕнĕ ĕç те пулĕ. Мытищи хулинче иртекен фестивале те хутшăнăпăр. Юбилярсене чыслама та манмăпăр.
Ашот ВАСКАНЯН, Вырăс патшалăх драма театрĕн тĕп режиссерĕ:
– Çивĕч ыйтусенчен пĕри – тăватă артист ĕçрен кайни. Сăмахран, Латышев 15 спектакльте вылятчĕ. Халĕ ун ролĕсене ыттисене явăçтармалла. Хăш-пĕр спектакле репертуартан кăлармалла. Куракана çĕнĕ ĕçсемпе те савăнтармалла. Тургеневăн “Отцы и дети” хайлавне пысăк сцена çине кăларасшăн. Пĕчĕк сцена валли вара Тургенев пирки “Элегия. История любви” инсценировка хатĕрлесшĕн.
86-мĕш сезона октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче “Спешите делать добро” спектакльпе уçăпăр.