АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисен канăвĕшĕн

27 сентября 2008 г.

ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров “Чăваш Республикинче ялăн культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” йышăннă Указ клубсемпе библиотекăсен умне çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратнă. Халăхăн канăвне тивĕçлипе йĕркелесси – пĕр чарăнмасăр пулса пыракан ĕç-çке. Акă, ял çыннисен тавра курăмне, информаци шайне ÿстерме тĕслĕх клубсем йĕркелемелле. Ку енĕпе 2008-2010 çулсенче чылай ĕçсем туса ирттерме палăртнă.

Хĕрлĕ Чутайри культурăпа кану центрĕ ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министерстви 2008 çулта ялти клубсене оборудованипе тивĕçтерес тĕлĕшпе ирттернĕ республикăри конкурса хутшăннă. Унта вăл çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Пурĕ 48 коллектив хутшăннă, 28-шне пулăшма йышăннă. Конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, хĕрлĕчутайсене 580 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ оборудовани параççĕ. Çав шутра сасă вăйлатмалли аппаратура, сцена çинчи çутă прожекторĕсем, видеопрожектор,киноэкран, DVD-проигрыватель, компьютер, лазер принтерĕ, сканер, тĕрлĕ костюмсем тата ытти те.

Сăмах май, клуба модернизацилес умĕн унăн шалти тата тулаш енчи сăн-сăпатне тишкерсе хаклаççĕ. Район центрĕнчи культурăпа кану центрĕ кăçал çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă, хальхи вăхăтра “Ядринагропромстрой” обществăн строителĕсем çурт тăррине металлочерепица витеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика