АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тенкĕ çумне тенкĕ

27 сентября 2008 г.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен заявлени парсан кирек ăçта ĕçлекенсем те 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх пулăшнипе ирĕклĕ пенси укçине пухăнса пыма хăйсен ирĕкĕпе хывма пултараççĕ. Йышăннă федераллă саккунпа килĕшÿллĕн граждансен пĕр тенкĕ взносĕ пуçне бюджетран тепĕр тенкĕ (анчах та 12 пин тенкĕрен ытла мар) хушаççĕ.

Пенси укçине хушса пырас ĕçе кам хутшăнма пултарать-ха; Кирек камăн та, вăл обязательнăй йĕркепе хăйне пенси страхованийĕ тунă пулсан, хутшăнма ирĕк пур. РФ Пенси фондĕнче гражданин ячĕпе уйрăм лицевой счет уçман чухне (сăмахран, вăл официаллă йĕркепе ĕçлемесен) пенси укçи пухăнса пыма хушма взноссем тÿлени çинчен çырнă заявленипе пĕрле Пенси фондне пуçласа регистрациленме кирлĕ сведенисем тăратмалла.

Заявление ĕç вырăнĕнче те, Пенси фончĕн территори органне те çырма юрать. 10 кун хушшинче хушма страховани взносĕсен программине кĕртнине пĕлтереççĕ.

Çакăн пек çĕнĕ йĕрке усăлли каламасăрах паллă. Унпа усă курасси районта та сарăлсах пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика