01 октября 2008 г.
Çуркуннехи вăхăтра эпир ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче вара кĕр кунĕсенче те çак ĕç çине тимлĕрех пăхма тытăнчĕç. Акă, иртнĕ эрне кун Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ĕçченĕсем территорие тасатрĕç, чечек клумбисене йĕркене кĕртрĕç.
Çавăн пекех районти шкулсенче, предприятисенче, ял тăрăхĕсенче кĕрхи субботниксем ирттернĕ. Коллективсем ĕçре хастарлăх кăтартнă, чылай усăллă ĕç тунă.
Халĕ эрозие хирĕç кĕрешмелли тапхăр та. Халăха йывăç-тĕм лартма хутшăнтарни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта çамрăк хунав йышланса вăй илтĕр, симĕс палăксен хисепĕ ÿстĕр тесе ватти те, çамрăкки те ĕçе хутшăнтăр.