01 октября 2008 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ Н.Богатнаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра район территорийĕнче 4 çынна вĕлернине регистрациленĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта кун пек 2 тĕслĕхе шута илнĕ.
Тискерленсе пыратпăр-çке
Юлашки вăхăтра çынран çын хăракан пулса çитнине, этем тени чунсăрланса пынине куçпа курса тĕлĕнетпĕр. Акă, çакăн пек тискерле ĕç августăн 16-мĕшĕнче Тралькасси ялĕнче пулнă – вăй питти арçын ялти пенсионер хĕрарăмпа пĕрле ĕçкелесе ларнă хыççăн харкашса кайнă, хĕненĕ, вăйпа ар çыхăнăвне кĕнĕ. Преступленилле ĕçшĕн арçынна суд тенкелĕ кĕтет.
Çак ялтах августăн 31-мĕшĕнче тепĕр хăрушă ĕç пулса иртнĕ – 50 çула çывхарса пыракан хĕрарăм упăшкине пуленккепе пуçĕнчен çапса вĕлернĕ. Çакăн пек тискерле ĕç сентябрĕн 16-мĕшĕнче Питĕркассинче пулнă – упăшки арăмне çĕçĕпе чикнĕ, унтан темиçе кунран хĕрарăм çĕре кĕнĕ. Мĕн çитмен пенсионерсене; Эрех аташтарнă-çке ватăсене, çавна пулах преступлени пулнă.
Çынна вĕлернĕ тĕслĕх Упукушкăнь ялĕнче сентябрĕн 23-мĕшĕнче каçпа пулнă – пĕр арçын ватă хĕрарăма “леш тĕнчене” кайма пулăшнă.
Вăрлакансене айăплав кĕтет
Çын пурлăхне хапсăнакансен йышĕ ÿссе пырать. Аслăрах çулхисем те, çул çитмен ачасем те вăрласа айăпа кĕреççĕ. Акă, сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Мишеркассинче пĕр çын тепĕр кил-çурта чÿрече çĕмĕрсе кĕнĕ – DVD проигрыватель илсе тухнă. Çав тапхăрта Штанаш ялĕнчи Н. ятлă хĕрарăм каçхине Ю. гражданинăн килĕнчен пĕр михĕ сахăр песукĕ йăтса кайнă. Арçынна вăл 625 тенкĕлĕх шар кăтартнă.
Çакăн пек тĕслĕх Туктамăш ялĕнче пулнă – пĕр тăвансем пĕри теприн килĕнчен тырă вĕтетмелли агрегат йăкăртнă.
Сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Кушлавăш çынни Питĕркассинчи пĕр килтен хут купăс, DVD проигрыватель, алла çыхмалли сехет, шпалер çыпăçтармалли 12 çилĕм пачки, фен хĕстерсе тухнă.
Кĕсье телефонĕсем йăкăртнă тĕслĕхсем Хĕрлĕ Чутай салинче темиçе те пулнă. Вăрăсене çийĕнчех тытса чарнă.
Экономикăлла преступлени Кивĕ центрти “Березка” ресторанра пулнине регистрациленĕ. Çамрăк сутуçă кăçалхи март-август уйăхĕсенче предприятие темиçе теçетке пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Япала, укçа вăрлаççĕ тейĕпĕр. Электричество çутипе саккунсăр усă куракансем те çакланаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхе II Хурашашри Н. хуçалăхĕнче тупса палăртнă.
Эрех туса сутаççĕ
Хальхи вăхăтра ватă кинемейсемпе мучисем эрех сутса услам тума тăрăшни сисĕнет. Вĕсен пушă вăхăт ытларах пулнипе ăнлантармалла-ши çакна. Килте вăрттăн “лавкка” уçаççĕ вĕсем, “хаяр шĕвеке” çур литрне 50 тенкĕпе ярăнтараççĕ. Эрех сутса çын сывлăхне хавшатнине, çемьесене хирĕçĕве кĕртсе янине шутласах та каймаççĕ пулас. Хĕрлĕ кăсăруклисем пире нихăçан та тытаймĕç теççĕ пулĕ. Хăйсем те сисмеççĕ, пурпĕрех лекеççĕ. Акă, нумай пулмасть сăмакун хатĕрлесе сутакансене тăрă шыв çине кăларассипе район территорийĕнче “Рынок-Суррогат” профилактикăлла операци иртнĕ. Çав тапхăрта Мишеркасси, Утаркасси, Туктамăш ялĕсенче “хаяр шĕвек” хатĕрлесе суту тунăшăн виçĕ пенсионера алăран ярса илнĕ, кашнине 2 пин çурă тенкĕшер штрафланă.
Çакăн пек айăплавсем хыççăн ватăсем ку ĕçпе аппаланмасса шанас килет.