01 октября 2008 г.
Кашни çулах çак вăхăтра шахматла выляма юратакансем Енкĕлтре пурăннă паллă шахматиста В.Калистратова асăнса турнир йĕркелеççĕ. Кăçал вăл сентябрĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ. Тупăшăва спорт шкулĕн тренерĕ Е.Сергеев йĕркелесе пычĕ.
Чи малтанах кĕрешĕве Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вăйăсем пысăк хастарлăхпа иртрĕç. Ку ушкăнра Александр Ефремов пек пултарулли пулмарĕ. Вăл чи нумай очко пухса турнирта çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Юрий Дмитриев тивĕçрĕ, виççĕмĕш – Стас Михопаркин.
Аслăрах çулхисен тупăшăвĕнче Евгений Сергеевпа (спорт шкулĕн тренерĕ) Юрий Столяров (райадминистрацин социаллă аталану пайĕн специалисчĕ) малти вырăнсене çĕнсе илчĕ, виççĕмĕш – Валерий Храмов (тĕп больницăн ĕç сыхлавĕн инженерĕ).
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă.