04 октября 2008 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Ваттисен кунне халалласа Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем аслă ăрури çынсемпе тĕл пулчĕç.
Пирĕн, 6-мĕш класра вĕренекенсен, «Ватăсене манар мар, вĕсене сума сăвар» темăпа калаçу иртрĕ.Пирĕн патра хăнара Мария Гавриловна Горланова пулчĕ. М.Горланова Утаркасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Ĕç стажĕ унăн «Искра» хуçалăхра иртнĕ. Хăйне шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă, Мухтав хучĕсене, «Чи лайăх уй-хир ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Эпир Мария Гавриловнан сăмахĕсене ăша хыврăмăр, малалла ватăсемпе татах та тимлĕрех пулма сăмах патăмăр.