04 октября 2008 г.
Çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе йышăннă саккунсене мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕслесе тăрасси – прокуратура органĕсен ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çакна шута илсе ку тĕлĕшпе район прокуратури кашни уйăхрах тĕрĕслевсем ирттерет. Йăла каяшĕсене мĕнле тыткаланипе уйрăмах хытă интересленетпĕр.
Саккунпа килĕшÿллĕн, производство каяшĕсене пуçтармалла, сиенсĕрлетмелле, транспортпа усă курса турттарса тухмалла. Çак ĕçсене çынсен сывлăхне сиенсĕрлетмесĕр пурнăçлама тăрăшмалла. Кунпа пĕрлех тасамарлăха территоринче тата контейнерсенче çунтарма юрамасть.
Район прокуратури черетлĕ тĕрĕслевре маларах палăртнă нормăсене район администрацийĕнче пăснине тупса палăртнă. Сăмахран, йăла каяшĕсене территоринчен илсе тухассине кирлĕ пек йĕркелемен. Пухăннă çÿп-çапа саккуна пăхăнмасăр контейнерĕсенчех çунтараççĕ. Кун пек юрамасть!
Прокуратура район пуçлăхĕ ячĕпе малашне кун пек çитменлĕхсене пĕтерме, çакăншăн çирĕп айăплама хушса хăварнă. Палăртса хăвармалла, йăла каяшĕсене тыткаланă чухне санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăнмасан административлă майпа явап тыттараççĕ.