08 октября 2008 г.
Вут-çулăм пĕр ялкăшса кайсан хуçалăха нумай сăтăр кÿрет. Акă, октябрĕн 1-мĕшĕнче, кăнтăр иртсен, II Хурашашри Нина Кузьминична Мельникова хуçалăхĕнче “хĕрлĕ автан” авăтса янă – пÿрт çунма пуçланă. Сăлтавĕ – электропралуксен кĕске замыканийĕ. Вут-çулăмра пÿртри япаласем, сĕтел-пукан чылай сиенленнĕ. Пушарнăйсен тăрăшулăхне пула вут-кăвара парăнтарнă.
Октябрĕн 2-мĕшĕнче ирхине 4 сехет иртсен Карăкçырминче Мучикасси ял çыннин, Сергей Петрович Черновăн, БМВ-525 автомашини хыпса илнĕ. Мĕнле сăлтава пула çăмăл автомашина çунма пуçланине экспертсем тĕпчеççĕ.
Вут-çулăм никама та, ниме те шеллемест. Çавăнпа сыхă пулнине нимĕн те çитмест.