11 октября 2008 г.
«АПК аталанăвĕ» наци проектне йышăннăранпа кредитпа усă курасси анлă сарăлса кайрĕ. Уйрăм хушма хуçалăх тытакансем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, йĕркеленекен ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем патшалăх укçипе тĕрлĕ тĕллевпе усă кураççĕ. Акă, асăннă наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе 1408 граждан çăмăллăхлă кредит илнĕ, çав шутран 2007 çулта уйрăм хушма хуçалăх тытакан 629 çын 73302,4 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Тĕрĕссипе, «Россельхозбанк» УАО урлă 201 кредит 28924 пинлĕх тата Перекет банкĕнчен 428 кредит 44378,4 пинлĕх илнĕ. Кăçал 300 çын 39168, 5 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илсе хушма хуçалăха аталантарнă. Пĕчĕк йышши хуçалăхсем 110 миллион ытла тенкĕлĕх кредитпа усă курнă.