11 октября 2008 г.
«Пушкин библиотеки» коммерциллĕ мар фондăн «Ял библиотеки» программăн 8-мĕш тапхăрне хутшăнса ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăна «Çемье вулавĕн библиотеки» ятарлă кăларăмсен 2 комплекчĕ çитнĕ, унта 18 пин те 200 тенкĕлĕх 121 экземпляр кĕнеке кĕрет. Çак кăларăмсене ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн ачасемпе ĕçлекен пайне, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхне кĕрекен Туктамăшри тата Ишеккассинчи библиотекăсене валеçсе параççĕ. Палăртмалла, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ асăннă программăна хутшăнма укçа-тенкĕ енчен майсем тупма пултарнă.
Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, комплекта кĕрекен кĕнекесене çемье вулавĕ валли пăхса хунă. Шкул çулне çитмен ачасем валли сăвăсен тата кĕске калавсен, юмахсен, кĕнеке-ÿкерчĕксен пуххисем, çавăн пекех кĕçĕн (6-9 çул) тата вăтам (10-12 çул) классенче вĕренекенсем валли те кĕнекесем пуррине палăртмалла. Комплекта тăван тата ют çĕршывсен хальхи авторĕсен произведенийĕсене те кĕртнĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ паракан ăслăлăх кĕнекисем (историпе ÿкерчĕклĕ кăларăмсем, художниксем пирки калавсем тата ытти те) тĕп вырăн йышăнаççĕ.
Ачасен вулавне йĕркелекенсене те аякра хăварман, вĕсем валли «Ашшĕ-амăшĕсем, учительсем тата библиотекарьсем валли çемье вулавĕпе сĕнÿсем» хатĕрленĕ.