АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява чыслатпăр кĕрхи пуянлăхпа

11 октября 2008 г.

Ылтăн кĕркунне! Садсемпе пахчасем, вăрмансемпе вĕтлĕхсем çаралсах пыраççĕ, витĕр курăнакан пулаççĕ. Йывăçсем хăйсен çулсисене тăкса çĕре ылтăн тумпа илемлетеççĕ.

Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Шкул ачисем хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсенчен хăяр, помидор, кишĕр, купăста пухса кĕртрĕç. Вĕсен тухăçĕ пысăк пулни пурне те савăнтарчĕ.

Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ май, октябрĕн 10-мĕшĕнче шкулта кĕрхи бал иртрĕ. Кашни класс ушкăнсем çине пайланса кĕркуннене мухтаса сăвăсем каларĕ, юрăсем юрларĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕ, çут çанталăк материалĕсенчен тĕрлĕ йышши ĕçсем турĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика