11 октября 2008 г.
Вут-çулăм пысăк инкек кÿнине кашниех ăнланать. Анчах чылай чухне пушарсем хамăр асăрханусăрлăхпа тухаççĕ. Акă, октябрĕн 9-мĕшĕнче Сорăм ялĕнче пулнă инкек те çакна çирĕплетет.
Асăннă ялта пурăнакан Дарья Константиновна Волкован çав кун, кăнтăр иртсен, пÿрт çунма пуçланă. Кил хуçи хĕрарăмĕ килте пулман, пахча хыçĕнче выльăхсене çитерсе çÿренĕ. Килте пĕрле пурăнакан арçын И.П.Скворцов çеç юлнă. 60 çултан иртнĕ арçын ĕçме юратнă, çав кун та сыпкаланă пулнă. Вăл вырăн çинчех чĕлĕм туртса выртнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, çакă арçыннăн çирĕпленнĕ усал йăли. Пирус тĕпĕ вырăн таврашĕ çине ÿкнĕрен ĕнтĕ кил-çурта вут-çулăм ярса илнĕ. Пушара пула арçын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Пушара хирĕç кĕрешекенсем вăхăтра çитсе вут-çулăма малалла алхасма паман.