11 октября 2008 г.
Нумай пулмасть района ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Н.Суслонова килсе кайнăччĕ. Нина Владимировна районти тĕп больницăри лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă хыççăн сахал мар çитменлĕхе палăртса хăварчĕ, больницăн тĕп врачне И.Сидорова вĕсене пĕтерессипе активлăрах ĕçлеме хушрĕ.
Октябрĕн 8-мĕшĕнче район пуçлăхĕ А.И.Криков тĕп больницăн ĕçне тепĕр хут тишкернĕ. Тĕрĕслеве Чăваш Ен Роспотребнадзорĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин çумĕ В.Сергеева, асăннă Управленийĕн эксперт уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Р.Чалышева, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле хулинчи ертсе пыракан специалисчĕ В.Максимова хутшăннă. Ушкăн районти тĕп больницăра санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн йĕркисене мĕнле пăхăнса ĕçленине пăхса тухнă.
И.Сидоров тĕп врач ертсе пынипе комисси поликлиникăпа стационарти пÿлĕмсене çитсе курнă, врачсемпе медицина сестрисен ĕç условийĕсемпе, пахалăхĕпе тĕплĕн паллашнă, пациентсене пулăшу парасси мĕнле шайра пулнине пăхса тухнă.
Тĕрĕслеве район пуçлăхĕ А.Криков пĕтĕмлетнĕ, малтан палăртнă çитменлĕхсене чылайăшне йĕркене кĕртнине асăннă, халăха медицина пулăшăвĕ парассине татах та лайăхлатма чĕнсе каланă. Александр Иванович хăй сăмахĕнче больница çуртне реконструкцилес ыйтăва хускатнă.