АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи сезона хупса – эстафета

11 октября 2008 г.

Çуллахи сезона хупса – эстафета

Октябрĕн 7-мĕшĕнче çăмăл атлетсем район центрĕнчи тĕп стадиона çуллахи сезона хупассипе йĕркеленĕ эстафетăна пухăнчĕç.

Хĕрÿ тупăшăва шкул çулне çитмен спортсменсем уçрĕç. Мăн Этмен шкулĕ çумĕнче йĕркеленнĕ шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне тата Хĕрлĕ Чутайри “Пилеш” ача садне çÿрекенсене аслисем хавхалантарса пычĕç, дистанцие ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕç, премипе чысларĕç.

Вĕсем хыççăн 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем старта тăчĕç. Ку ушкăнра Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ăс пухакансем малти вырăна алран ямарĕç. Иккĕмĕш вырăна Мăн Этмен шкулĕ тивĕçрĕ, виç¬çĕмĕш – Штанаш.

5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинчи кĕрешÿре хĕрлĕчутайсем палăрчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене штанашсемпе çĕнатикассисем пайларĕç.

8-9-мĕш классем хушшинчи тупăшу пысăк хастарлăхпа иртрĕ. Ку хутĕнче те хĕрлĕчутайсем малти вырăна çĕнсе илчĕç. Вĕсем хыççăн финиша çĕнатикассисем çитрĕç, виççĕмĕш – мăнэтменсем.

Аслă классенче вĕренекенсем хушшинчи кĕрешĕве сăнама аван пулчĕ. Старта районти чи вăйлă спортсменсем тухрĕç. Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси, Мăн Этмен вăтам шкулĕсенчи çăмăл атлетсем, кашни командăра 10-шар çын 400-шар метрлă дистанцие чупса, ăмăртрĕç. Малтанхи тапхăрта хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш вырăна çирĕп тытса пычĕç, юлашкинчен çĕнатикассисем вăй илчĕç, вĕсемех пурне те чылай хыçа хăварса чемпионсем пулса тăчĕç.

Сатлайкинсемпе (Штанаш) Герасимовсем (Питĕркасси) спорт çемйисен тупăшăвĕнче вăй виçрĕç. Иван Ивановичпа Елена Анатольевна тата вĕсен Ирина хĕрĕ эстафетăра палăрчĕç, çапла вара Сатлайкинсем пĕр¬ремĕш вырăна тивĕç¬рĕç.

Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева спортсменсене пурне те илĕртÿллĕ тупăшусемшĕн чĕререн тав турĕ, çĕнатикассисене пысăк кĕрешÿре ăнăçу тунă ят¬па уйрăммăн мухтарĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика