АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă çын пурнăçĕ татăлнă

15 октября 2008 г.

Хальлĕхе çак синкерĕн сăлтавĕ паллă мар-ха, анчах ун хăрушă вĕçĕ уçăмлă: Çĕнĕ Шупашкарти Коммунистсен урамĕнчи 25-мĕш çуртăн хваттерĕсенчен пĕринче ĕнер тухнă пушарта харăсах 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Тăваттăмĕш подъездран палкаса тухакан хура тĕтĕм çинчен дежурнăйпа диспетчер службине çур çĕр çитеспе шăнкăравласа пĕлтернĕ. Брандмейстерсем инкек вырăнне çитнĕ вăхăтра пĕрремĕш хутра вут-çулăм алхаснă ĕнтĕ. Вăл ытти хутра пурăнакансен çăлăнăç çулне пÿлсе хунă. Ятарлă тум тăхăннă пушарнăйсем ун витĕр тухса çÿлти хваттерсенчи çынсене пушар пусмипе антарса хăрушăсăр вырăна илсе тухнă.

Шел те, вĕсен кÿршисене хăтарма май килмен. Çулăмпа кĕрешекенсем çитиччен пĕр çемье хăй тĕллĕн вут-çулăм витĕр тухма хăтланнă (нумай хутлă çуртăн ытти хутĕнче пурăнакансем çав вăхăтра уçă чÿречесен умĕнче çăлăнăç кĕтнĕ) ахăртнех. Виçĕ çыннăн (ашшĕ, амăшĕ тата 2001 çулта çуралнă хĕрача) ÿчĕсене иккĕмĕшпе виççĕмĕш хутри картлашкасем çинче тупнă. Иккĕмĕш ачан (вăл раштав уйăхĕнче 3 çул тултармаллаччĕ) çунса пĕтмен кĕлеткине пĕрремĕш хутри алăк хыçĕнче асăрханă. Ачан ашшĕ ывăлне 4-мĕш хутри хваттерĕнче пĕччен хăварса иккĕмĕш хута аннă, вĕрие чăтаймасăр кÿр¬шĕсен хваттерĕнче пытаннă. Ун хыççăнах пĕчĕк чун та подъезда тухнă. Анчах ăна никам та асăрхаман...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика