АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕмĕш, тăваттăмĕш... ачасем ытларах çуралаççĕ

15 октября 2008 г.

Демографи ыйтăвĕ юлашки çулсенче уйрăмах çивĕч тăнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа патшалăх та ун çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна РФ тата ЧР Президенчĕсен ку енĕпе пурнăçлакан курăмлă ĕçĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Амăшĕн капиталĕ демографи политикине лайăхлатма пулăшакан çăл куç пуласса чылайăшĕ шанма пуçларĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче çапла палăртнă: «Республикăра пурнăçланакан демографи политики тата «Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртни сывлăха сыхлас ĕç кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма май пачĕç. Иртнĕ икĕ çул хушшинче Чăваш Енре ача çураласси 13,9 процент чухлĕ ÿснĕ (тĕслĕхрен, пĕлтĕр, 2006 çултипе танлаштарсан, 1525 ача ытларах çуралнă). Икĕ тата виçĕ ачаллă çемьесен шучĕ 45 процент чухлĕ ÿснĕ.» Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру еплерех пулнипе кăсăкланса ача çуралассин кăтартăвĕсемпе интересленме тÿр килчĕ.

Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.С.Барышникова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче 132 ача (70 арçын ача, 62 хĕрача) çут тĕнчене килнĕ, иртнĕ çулта вара çак тапхăртах 141 ача ( 70 арçын ача, 71 хĕрача) çуралнă пулнă. 2008 çулта 28 пĕччен амăшĕ пепкисене кун çути кăтартнă, пĕлтĕр – 26. Çул çитменнисем кăçал 3 ача çуратнă, пĕлтĕр кун пеккисен йышĕ 5 пулнă. Йĕкĕрешсем пирки сăмах пуçарас пулсан çакна каламалла: 2008 çулта пĕр, иртнĕ çулта икĕ йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕ.

Районти çемьесенче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытларах ача çурални çинчен уйрăммăн тишкерес килет. Акă, кăçал 58 пепке çемьери пĕрремĕш ача пулнă, 49-шĕ – иккĕмĕш, 19-шĕ – виççĕмĕш, 7-шĕ – тăваттăмĕш е ытларах. 2007 çулта çапларах пулнă: 71 ача – пĕрремĕш тĕпренчĕксем, 50-шĕ – иккĕмĕш, 14-шĕ – виççĕмĕш, 6-шĕ – тăваттăмĕш е ытларах. Кăтартусене сăнасан, виç¬çĕмĕш тата тăваттăмĕш е ытларах ача çураласси кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿсни курăнать. Амăшĕн капиталĕпе усă курас шутлисен йышĕ ÿснине çирĕплетмест-ши ку; Сăмах май, Пенси фончĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче 74 хĕрарăм амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тивĕçнĕ. Çулталăк вĕçне вĕсен хисепĕ татах та ÿсĕ-ха.

Шел те, вилесси çуралассинчен виçĕ хут майлă пысăкрах пулни çав-çавах пăшăрхантарать. Сăмахран, кăçал тата пĕлтĕр тăхăр уйăхра 354-шар çын пурнăçран уйрăлнă. Халăх хисепĕ чакса пыни пур пĕрех сисĕнет. Демографи ыйтăвĕ паянхи кун çивĕччисен йышĕнчен тухсах пĕтменнине пĕлтерет пулĕ çакă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика