15 октября 2008 г.
Районти «Çын тата çут çанталăк» музейра августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 12-мĕшĕччен Чăваш Енри лĕпĕшсем пухаканĕн, паллă энтомологĕн Виссарион Петрович Лосмановăн «Тĕнчери лĕпĕшсем тата нăрăсем» куравĕ ĕçлерĕ. Çав тапхăрта музее илемлĕ те тĕлĕнтермĕш экспонатсемпе паллашма пурĕ 1000 ытла çын килнĕ.
Музей директорĕ З.С.Спиридонова пĕлтернĕ тăрăх, курава шкул ачисемпе ача садне çÿрекенсем ытларах хутшăннă, предприяти-организацисен коллективĕсем те музейри паха та пуян материалсемпе кăмăллă юлнă.
Октябрĕн 12-мĕшĕнче юлашки экскурсие тĕпчевçĕ, çул çÿревçĕ В.П.Лосманов хăй ирттерчĕ. Курава район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева хутшăнчĕ. Çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче тăрăшакансем, райадминистрацин финанс пайĕн ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Виссарион Петрович пухăннисене хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, экспонатсем çинче чарăнса тăчĕ. Юлашкинчен Т.Н.Шереметьева В.П.Лосманова пархатарлă ĕçĕшĕн, район çыннисене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянланма май туса панăшăн чĕререн тав турĕ.