15 октября 2008 г.
Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Кун каять те çĕр килет, çуркуннепе çу, кĕркуннепе хĕл ылмашăнать. Çĕр çине килнĕ çыннăн та çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ пулнă май, хăйĕн аталанăвĕ. Акă, ача организмĕнче гармони пултăр тесен кун йĕркине тĕрĕс тытса пыни, ĕçпе канăва шайлаштарни, сывлăха упрамалли условисене пăхăнни кирлĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Пытарма кирлĕ мар, ачасен кун йĕркине тĕрĕс тытса пырасси çинчен эпир пит шухăшласах каймастпăр. Чылай чухне вĕсем куна хăйсем пĕлнĕ пек ирттереççĕ. Çамрăк организмшăн вара апат вăхăтра çини, канни, вăхăтра уçă сывлăшра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шкулта вĕренекен ачан ирхине 7 сехетрен кая юлмасăр тăмалла, гимнастика тумалла, çăвăнмалла, вĕри апат çимелле. Уроксем ирттернĕ чухне учительсен тимлĕ пулмалла: ачасем шавлама, канăçсăрланма пуçласан, урока тĕрлĕрен майпа улăштарма тăрăшмалла (упражненисем, физкультминуткăсем тутармалла, урăх материалсем кĕртсе ямалла). Шкултан килнĕ хыççăн ачасем пушă вăхăта уçă сывлăшра ирттерччĕр.
Апатлану режимне те пăсма юрамасть. Шкул ачин кунне 4 хутчен вĕри апат çимелле. Апат рационне белоклă çимĕçсем – аш-какай, пулă, сĕт, пахча çимĕç, улма-çырла кĕртмелле. Ÿсен-тăран çăвĕнчен хатĕрленĕ блюдăсем çамрăк организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кĕркунне, хĕл вăхăтĕнче ачасене ытларах С витаминлă апат-çимĕç çитермелле.
Кăнтăрла çывăрса канни те вĕренекенсемшĕн усăллă. Кĕркуннепе хĕл тапхăрĕнче ачасен ытларах çывăрмалла, вĕсен çĕрлехи ыйхи 9 сехетрен кая пулмалла мар. Ача çывăракан пÿлĕмри сывлăша уçăлтарсах тăмалла. Таса та çемçе (ытлаши кăпăш пулни те кирлех мар) вырăн çинче çывăрсан организм лайăх канать.
Ачасен кун йĕркине канмалли кунсенче те çирĕп тытса пымалла.
Пирĕн, ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен çитĕнекен ăрăвăн аталанăвĕшĕн, сывлăхĕшĕн нумай тăрăшмалла. Çакăн пек чухне вĕсем çĕршыва кирлĕ çынсем пулса çитĕнессе шанма пулать.