АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налук служби: династи

15 октября 2008 г.

Хальхи рынок тапхăрĕнче предпринимательсемпе коммерсантсен тата ытти граждансен ĕç-хĕлĕнчи тупăшран тухакан налук виçине тĕрĕс шута илсе пымалла. Тупăша пĕчĕклетсе кăтартма тăрăшакансене е налук тÿлессинчен пăрăнакансене хирĕç тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Сăмах май, ĕлĕк, ял çынни налук укçине тÿлеймесен, унăн выльăх-чĕрлĕхпе е ытти япаласемпе саплашăнма тивнĕ. Халĕ хуласенчи хăш-пĕр граждансем, акă, чылайранпа хваттер укçи тÿлеймеççĕ. Ун пеккисен вара ирĕксĕрех хаклă йышши (телевизор, холодильник) япаласемпе е хваттерпе сыв пуллашма тивет. Пĕчĕк тупăшлă е ĕçсĕр пурăнакан çемьесене, паллах, питĕ шел. Анчах саккуна хирĕç кайма çук-çке. Ăçта каять-ха халăхран пухăнакан налук укçи; Хурав çапла: «Хамăр çĕршыва малалла аталантарма». Апла пулсан халăх ăнланăвĕ тĕрĕс те çирĕп пулмалла. Ку енĕпе инспекторсемпе агентсен халăх хушшинче час-часах ăнлантару ĕçĕсем те туса пымалла. Çавăн чухне çеç усси ытларах пулĕ.

Куратпăр ĕнтĕ, налук службинче ĕçлеме специалистсем кирлех. Вĕсен ĕçĕ вара пĕрре те çăмăл мар: агентсене хăшĕсем хирĕç тăнă, вĕлернисем те пулнă. Тĕслĕхрен, акă, вăрçăччен Хĕрлĕ Чутай район пĕрлешĕвне кĕнĕ Мăн Ямаш ял Советĕнчи Терентьев Дмитрий Терентьевич (1912-1940) агентăн кун-çулĕ те кĕрхи каç Кушлавăш çырминче татăлнă. Тăлăха юлнă виçĕ ачана арăмĕ пăхса çитĕнтернĕ. Ÿссе çитсен вĕсенчен пĕри, Геннадий, ашшĕ çулĕпе кайнă.

...Геннадий Дмитриевич Терентьев 1940 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче (Советски районĕнчи Мăн Ямашра (халĕ Элĕк районне кĕрет) çуралнă. Малтанах – ялти 7 çул вĕренмелли, кайран Штанашри вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ çамрăк каччă тÿрех аякка кайман: икĕ çул «Заря» колхозра вăй хунă, каçсерен купăспа урама тухса çамрăксене савăнтарнă, клубри художество пултарулăх кружокне хутшăннă. Чун-чĕрере вара малалла вĕренме каяс шухăш çирĕпленсех пынă. Çавна май, 1959 çулта, Канашри финанс техникумне кайса кĕнĕ. Икĕ çултан, ăнăçлă вĕренсе тухнă çамрăка, Саратов облаçне ĕçлеме янă. Унти райĕçтăвкомсен финанс пайĕнче ĕçленипе пĕрлех Геннадий малалла вĕренме пăрахмасть, куçăмсăр майпа Саратоври экономика институчĕн программине лайăх паллăсемпе вĕçлет.

Чăваш çĕршывне каялла таврăнсан Терентьев финанс министерствинче – экономист, аслă экономист, министрсен Советĕнче инструктор, преподаватель пулăшуçи пулса ĕçленĕ. Чул хулари Коммунистсен партийĕн аслă шкулĕнче икĕ çул пĕлĕвне çирĕплетнĕ хыççăн Шупашкар хулин ĕçтăвкомĕнче – пай заведующийĕ, республикăри налук инспекцийĕнче пай начальникĕ тата начальникăн çумĕ пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă.

Çар службине икĕ çул Воркута, Чукотка çĕрĕсем çинче ирттернĕ. Çар званийĕ – капитан. 1996 çулта ăна «Государственный советник налоговой службы 3-го ранга» ят панă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Раиса Алексеевна, хăйĕнчен çичĕ çул кĕçĕнрех. Йĕпреç район хĕрĕ пулнăскер, Шупашкарти стройбазăра аслă экономист пулса ĕçлерĕ. Вĕсем икĕ ывăл ÿстерчĕç, иккĕшĕ те пĕр тапхăр асăннă хулари налук службинче ĕçлерĕç. Тивĕçлĕ канăва тухсан Терентьевсем тăван ялти кирпĕч çуртра пурăнма пуçларĕç: выльăхсем усраççĕ, пыл хурчĕсем тытаççĕ. Хăйсен кун-çулне налук службипе çыхăнтарнă çемье династийĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне юлать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика