18 октября 2008 г.
Мĕнлерех сăмахсемпе хакламалла-ши пуçламăш класс учителĕн ĕçне; Вăл пĕчĕк шăпăрлансене пĕлÿ панисĕр пуçне вĕсен чи çывăх тусĕ те, ашшĕ-амăшĕ те. Ахальтен мар эпир кашниех хамăрăн пĕрремĕш учителе асра тытатпăр, унпа мухтанатпăр. Учитель ачашăн – Турă пекех. Çак туйăм уйрăмах пуçламăш классенче вĕренекенсем хушшинче сисĕнет.
Мăн Этмен вăтам шкулĕнче тăрăшакан Ирина Семеновна Михеева пирки те çавнах каламалла. Унăн вĕренекенĕсем, кăçал вăл 3-мĕш класс ачисене ăс парать, класс ертÿçине хисеплеççĕ, унăн урокĕсене кăмăлпа çÿреççĕ. И.С. Михеева чĕвĕл-чĕвĕл сассипе, ырă кăмăлĕпе, ăшă йăл куллипе ачасен кăмăлне çĕклет, вĕренес туйăмне вăратать.
Сăмах май, пуян опыт пухнă I категориллĕ педагог Мăн Этмен шкулĕнче 1989 çултанпа ĕçлет. Унччен Çĕн Атикасси шкулĕнче 5 çул хушши кĕçĕн классене вулама-çырма вĕрентнĕ, тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Пĕр хушă Серенкасси шкулĕнче те вăй хунă. Унтанпа чылай çул хыçа юлнă ĕнтĕ. 25 çул хушшинче Ирина Семеновна вĕренекенĕсенчен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсенчен мĕн чухлĕ ырă сăмах илтмен пулĕ. Кăмăл-сипет тĕлĕ¬шĕнчен ырă учителе пурте хисеплеççĕ.
И.С.Михеева, Патăрьел районĕнче çуралса ÿс¬нĕскер, Хĕрлĕ Чутай тăрăхне Канашри педучилище хыççăн направленипе ĕçе килнĕ. Шкулта тăрăшнă вăхăтрах Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕвне ÿстернĕ. Унăн алли ылтăн, вăл юрă-ташăра маттур, çынпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлет, кирлĕ вăхăтра пурне те пулăшма тăрăшать. Çакă вĕрентÿ ĕçне те пысăк витĕм кÿрет. Ахальтен мар Ирина Семеновнана 2005, 2006 çулсенче ачасене вĕрентес ĕçре чылай çул тимленĕшĕн, тăрăшулăхпа палăрнăшăн ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. Унăн ĕçне хаклани учителе татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет. Вăл ачасен тавра курăмне аталантарассишĕн, урокра илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма вĕрентессишĕн чылай тăрăшать.
Çакă та пĕлтерĕшлĕ. Унăн мăшăрĕ, Анатолий Федорович, асăннă шкулта математика вĕрентет. Пĕрне-пĕри пулăшса пырса ÿсĕм тăваççĕ вĕсем. Сăмах май, Анатолий Федорович та пултаруллă, хастар çын. Уявсенче вăл алла купăс тытса юрă-ташă кĕввисене шăрантарать, пурин кăмăлне çĕклентерет.
Шĕмшешри чи пултаруллă та хастар учительсен çемйи, теççĕ вĕсем пирки сăмах пуçарсан. Ачасене çирĕп пĕлÿ панисĕр пуçне мăшăр обществăлла ĕçсенче активлăхпа палăрать. Ирина Семеновна уроксем ирттернисĕр пуçне шкулта фольклор кружокне ертсе пырать. Пĕр çулхине кĕçĕн çулхи ачасем “Пĕчĕк çеç путене” фестивалĕн лауреачĕсем пулса тăнă.
Мероприятисене çемйипех хутшăнаççĕ вĕсем. Спорта кăмăлланăран çамрăкрах чухне Михеевсем “Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи” республикăри ăмăртăва хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Унта пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.
Мĕнех калăн, Михеевсем учитель ĕçне чунпа парăннă çынсем. Аслисене кура Наташа хĕрĕ те педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, Федор ывăлĕ строитель ăсталăхне алла илет.
Хисеплĕ учительсене педагогика ĕçĕнче творчествăлла ÿсĕмсем сунар.