18 октября 2008 г.
Чул хула облаçĕ пирĕн районпа кÿршĕллĕ вырнаçнă. Чăвашсемпе вырăссем мĕн ĕлĕкрен пĕр-пĕринпе хутшăннă. Çак çыхăну халĕ те çухалман. Акă, пирĕн хресченсем унти хуçалăхсене тыр-пул акма, пухса кĕртме çуллен тенĕпе пĕрех пулăшаççĕ. Унти предпринимательсем вара район çыннисене теплицăра ÿстернĕ пахча çимĕçпе тивĕçтереççĕ.
Хĕрлĕ Чутай халăхĕ Чул хулана тăтăшах кайса çÿренине те куратăн. Автомашинăсем, строительство материалĕсем тата ыттине те кÿрсе килеççĕ. Çак пысăк та паллă хула çинчен çынсем калаçнине сахал мар илтнĕ. Çавна май унта кайса курас шухăш пуçран тухма пĕлместчĕ. Телейĕ те юнашарах çÿрет иккен. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнне Чул хулана экскурсие илсе каясси çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ те унта каякансен списокне çырăнтăм.
Автобус çил пек вĕçтерсе пырать. Унăн чÿречисенчен ешĕл калчаллă уйсем, çаралма пуçланă вăрмансем, хуп-хура кĕрхи çĕртме пуссисем вĕлтлете-вĕлтлете юлаççĕ. 4 сехет хушшинче çитсе кĕтĕмĕр те чаплă та мăнаçлă хулана. Чи малтанах вырăссен паллă писателĕ Максим Горький çурт-музейне çитсе куртăмăр. Кунта пулас çыравçă Алеша Пешков пурăннă чухнехи япаласемпе паллашрăмăр. Экскурсовод пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк ача килтисенчен вăрттăн кĕнекесем вуланă, ăс-тăнне аталантарнă. Кайрантарах пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса пире валли паха произведенисем çырнă.
Чул хула Кремльне те пăхса çаврăнтăмăр. Халĕ унта ертсе пыракан вырăнти влаç органĕсем вырнаçнă. Ĕлĕк ку вырăн хула хÿтлĕхĕ пулнă иккен. Унта çар çыннисем тăнă.
Чул хула облаçĕ паллă летчика Валерий Чкалова çуратса ÿстернĕ. Вăл тытса пынă самолет ниçта чарăнмасăр Америкăна çити вĕçнĕ. Çурçĕр полюсне те çитнĕ.
Эпир çавăн пекех чылай паллă та мухтавлă çынсен палăкĕсем умĕнче чарăнса тăтăмăр, фонтансемпе паллашрăмăр. Лавккасене кĕрсе тĕрлĕ тавар туянтăмăр. Кĕскен каласан, килĕшрĕ пире Чул хулара. Тепре тĕл пуличчен, тесе уйрăлтăмăр хулапа унăн çыннисенчен.