АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем вăй виçрĕç

22 октября 2008 г.

«Сирĕнпе пĕрле пулма кăмăллă», – çапла каласа хавхалантарчĕ иртнĕ эрне кун Николай Федоров Президент Çĕнĕ Шупашкарти Спорт керменĕнче вĕçленнĕ тупăшăва хутшăннă боксерсене. Çамрăклăхне аса илчĕ пулинех. Раççейĕн 20 регионĕнчен пухăннă, 1992 çулта çуралнă боксерсем Раççей Профсоюзсен ФСО тĕп канашĕ республикăн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР спорт мастерне Д.С.Игнатьева асăнса йĕркеленĕ тупăшура вăй виçрĕç. Президент килни те ăнсăртран мар: хăй вăхăтĕнче Николай Васильевич шăпах Дмитрий Сергеевич патĕнче бокс ăсталăхне хăнăхнă-мĕн, çавна май вăл тренерне ăшшăн аса илчĕ. «Вăл манăн характера туптанă, эппин, мана Президент пулма та пулăшнă», – терĕ.

Президент шучĕпе, бокс вăл – философи, вăйлă, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăракан çынсене пĕрле пухакан спорт. Палăртма кăмăллă: Чăваш Енĕн бокс шкулĕ тĕнче пĕлекен ятсемпе мăнаçланма пултарать: Лаптев, Мельник, Соколов тата ыттисем.

Николай Васильевич чăваш тата Чулхула каччисен Максим Максимовпа Артур Тамаянăн рингри тытăçăвне интересленсе сăнарĕ. Хăна вăйлă, сумлă ăмăртусенче пĕрре çеç мар çĕнтернĕ. Çапах Максим маххă памарĕ, чăваш каччи 57 килограмлă виçере 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Президент «çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» хатĕрленĕ парнене те – ноутбука – вăлах тивĕçрĕ.

Меллĕ самантпа усă курса Николай Васильевич спортри çитĕнĕвĕсемпе тĕнчипе палăрнă ентешĕмĕре, республикăн бокс федерацийĕн ертÿçине Валерий Лаптева саламларĕ – шăпах çуралнă кунĕ иккен. Парне те илсе килнĕ – ÿкерчĕк, юхан шыв çыранĕ çинчи çуллахи уяр куна сăнлаканскер. «Ку ÿкерчĕк çине пăхсан чун лăпланать», – çапла каласа парнелерĕ Н.Федоров ÿкерчĕке. В.Лаптев вара парнене тав туса йышăннă май меллĕ кăна хирĕçлерĕ: «Ÿкерчĕк çине пăхса лăпланма сунатăр та – лăпкă пурнăç пирки халех ĕмĕтленес марччĕ-ха, хамăрăн боксерсене аталантарас тĕллевпе малалла ĕçлесчĕ».

...Президентпа сыв пуллашнă хыççăн боксерсем малалла тупăшрĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă илĕртÿллĕ те черченкĕ хĕрсем йышлă курупкасем илсе кĕчĕç – çĕнтерÿçĕсене чысламалли парнесем ĕнтĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика