АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Симĕс çĕлен» ырă патне илсе çитермест

22 октября 2008 г.

Кунти тавралăх питĕ илемлĕ. Пысăках мар ял вăрман хĕрринче вырнаçнă. Çуллахи вăхăтра пахча хыçне тухатăн та пĕр чашăк çырла пуçтарса та кĕретĕн. Шел, çамрăксем çук кунта. Кăнтăр кунĕнче шырасан та тупаймăн вĕсене – аслă çынсемпе ватă хусахсем çеç. Асфальт çул сарманнипе яла автобус та çÿремест. Çавăнпа та яла е района каяс тесен пилĕк çухрăмри кÿршĕ яла çуран утма тивет. Ялта пысăках мар культура çурчĕ пулнă, анчах вăл та хупăннă. Ĕçсĕр хусахсем çуртăн чÿречисене çапса çĕмĕрнипе йĕри-тавра хăмасемпех çапкаласа хунă. Ĕç çуккипе мĕн пур çамрăк хулана тарса пĕтнĕ. Чылайăшĕ халĕ кунта килсе те курмасть. Тăван ялĕ пирки яш-кĕрĕм маннă тейĕн. Шăмат кун кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче Нина аппа канма выртнăччĕ, алăкне такам шакканипе вăранса кайрĕ. Ыйхă тĕлĕшпе тÿрех тăма та ĕлкĕреймерĕ вăл, ал-ури унчченхи пек вăр-вар мар ĕнтĕ. Хĕр чухне кирпĕч заводĕнче ĕçлесе йывăр лекнипе хавшанă. Урамри арçын чăтаймарĕ, пахчана кĕрсе чÿречерен хытах шаккарĕ.

– Ай-ай! Кам унта; Тĕнче пĕтсе килмест-тĕр, – тесе Нина аппа алăка уçрĕ.

– Пĕр курка сăмакунна ярса пар-ха, чăтаймастăп, сан пур, эпĕ пĕлетĕп. Ĕнер пахчана чăхсене хăвалама тухсан куртăм. Сан лаç мăрйинчен тĕтĕм тухатчĕ. Прака шăршине те сăмса аванах туйрĕ. Шелле кÿршÿне, вилетĕп. Памасан çакăнтах йăванса каятăп, – тесе кукша Сашук картлашка çине йăванса аллисене тăсса пăрахрĕ.

– Сашук, кăнтăрлах епле ĕçсе выртас килет-ха санăн; Тăр-ха, йăлăнса ан вырт. Сан халь черкке çинчен мар, авланасси пирки шутламалла. Çемье çавăр- ма та тахçанах вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, – кăмăлсăррăн калаçрĕ кинемей.

Сашукпа тантăш хĕрсем виççĕнччĕ. Тăваттăн пĕрле ÿсрĕç вĕсем. Тăхăр класс пĕтерсен пурте пĕрле вĕренме кайма шут тытрĕç. Сашук, мĕн пĕчĕкрен шап-шурă çÿçлĕскер, çÿçне кĕп-кĕске илсе ярсассăн кукша пекех çап-çутă пуçлă çÿретчĕ, çавăнпа ăна мĕн пĕчĕкренех Кукша Сашук теççĕ. Верăпа пĕрле выляса ÿснĕскерсем килĕштеретчĕç пĕр-пĕрне. Анчах та хулана вĕренме кайсассăн Кукша Сашук улшăнчĕ. Алекс пулса тăчĕ. Хулара хăйне ирĕкре туйрĕ вăл. Тем тупатчĕç унра хĕрсем: те хăйĕн шурă пуçĕпе, те шыв пек юхтаракан чĕлхипе илĕртетчĕ вăл хула майрисене, Верăна пачах манчĕ. Сашук вĕренсе пĕтернĕ хыççăн амăшĕ йывăр чирлесе ÿкрĕ. Ялах таврăнма тиврĕ унăн. Хăйпе пĕрле хула хĕрне илсе килчĕ. Лешĕ, çил хăваласа çÿреме вĕреннĕскер, ял пурнăçне килĕштермерĕ. Сашукран вăрттăн ялтан тухса тарчĕ. Верăна та тавăраймарĕ каччă, ача чухнехи юратăвĕ качча тухрĕ. Алексран каялла Кукша Сашук пулса тăчĕ.

Те пĕчченлĕхрен, те юратăвĕ ăнманран арçын эрехпе туслашрĕ. Чирлĕ амăшне пăрахса хулана та каймарĕ вăл. Унта ăна валли никам та пысăк шалуллă ĕç вырăнĕ, хăтлă çурт хатĕрлесе хуманнине лайăх ăнланчĕ. Çулсерен «шуйттан шĕвекĕ» еннелле ытларах та ытларах туртăнчĕ. Ĕçсен пуçра çаврăнакан йывăр шухăшсем сирĕлнĕн, пурăнма çăмăлрах пек туйăнчĕ ăна.

Сăмакун ĕçсе шыçăнсах кайнă вăл. Нина аппа умĕнче пĕр черккешĕн темĕнле мыскара та туса кăтартрĕ. Çирĕм пиллĕкри каччă тесе те калаймăн ăна. Сăнран пăхсан сахалтан та хĕрĕх пиллĕкри арçын тейĕн.

– Эх, Сашук, сан çине пăхсан чĕре ыратать. Черкке нихăçан та ырă патне илсе çитермест. Ун тĕпĕнче телей те йăлкăшмасть. Хăвна чунтан юратакан Верăна та вĕçертрĕн вĕт. Ун пек маттур хĕрпе еплерех пурнăç тума пулатчĕ, – тесе пĕрре кăна мар каланă ăна амăшĕ. Вăл çĕре кĕнĕ хыççăн Сашук пушшех те йĕркесĕрленчĕ. Хуçалăхĕ те юхăнма пуçларĕ. Кил-çуртра хĕрарăм алли çитменни те туйăнать.

– Кай, Сашук, ан та йăлăн, пур пĕрех ярса памастăп, – терĕ те Нина аппа алăка хыттăн хупса пÿрте кăштăртатса кĕчĕ.

Кунĕпе ял тăрăх çапкаланса çÿренĕ хыççăн Сашук килне çĕрле çеç сĕтĕрĕнсе çитрĕ. Вырăн çинчех чĕлĕм мăкăрлантарчĕ.

Ир енне шăв-шавпа, машина кĕрленипе вăранса кайрĕ Нина аппа.

– Ах, Сашук, шкулта вĕреннĕ вăхăтра санран маттур ача çукчĕ. Йывăр ĕç пулсанах пулăшма тăрăшаттăнччĕ. Санран пысăк çын пулатех тенĕччĕ. Мĕн туса хутăн-ха, ачам; Эрех-сăрапа туслашни ырă патне илсе çитермест тесе темиçе хутчен те каланă сана, итлемерĕн, – Сашукăн кĕлленнĕ çурчĕ çине пăхнă май кинемейĕн куçĕсем шывланчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика