25 октября 2008 г.
Кĕрхи призыв пуçланчĕ. Вăл октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Çавна май районти тĕп больницăра октябрĕн 15-21-мĕшĕсенче çамрăксене çар ретне хатĕрлессипе призыв комиссийĕ ĕçлерĕ.
– Кĕрхи призывпа 250 яш-кĕрĕме комиссие чĕнтĕмĕр. Вĕсенчен чылайăшĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Çав хушăрах çар комиссариатне килмесĕр салтак аттине тăхăнма хăракансем те сахал мар. Хальлĕхе кĕрхи призывпа Хĕрлĕ Чутай районĕпе 31 çамрăк çар ретне тăма хатĕр. Етĕрнепе пĕрле илсен 114 каччăна салтака ăсатмалла, – терĕ Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар ĕç комиссарĕ А.С.Фокин.
«Çар – пурнăç шкулĕ» – тесе ахальтен каламаççĕ. Чăн-чăн арçын салтакра пиçĕхет, унăн ÿт-пĕвĕ те, кăмăл-туйăмĕ те çирĕпленет. Салтак тумне тăхăнса курнă арçынна халăхра та ытларах хисеплеççĕ. Çара кайма кăмăл тунă паянхи çамрăксене чăннипех ырлас килет. Вĕсем çĕршыв умĕнчи яваплăхне туйса тăраççĕ. Апла пулсан вĕсем пурнăçра та çирĕп кăмăллă, шанчăклă пулаççĕ. Акă, пĕр самант: халиччен районтан Президент полкне службăна лекни çинчен илтменпе пĕрех. Республикăран та унта каякансен йышĕ яланах пĕчĕк пулнă. Унта лекме те çăмăл мар, паллах, çирĕп тĕрĕслев витĕр тухмалла. Кăçал вара кĕрхи призывпа районтан харăсах 3 каччă Президент полкĕнче пулĕç. Ку та пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ыттисем вара типĕ çĕр çинчи çарсенче, тинĕс çар флотĕнче, ракета çарĕнче тата ытти çĕрте çар тивĕçĕсене пурнăçлĕç.
Палăртса хăварас килет, иртнĕ çуркуннеренпе каччăсен çар ретĕнче пĕр çул тăмалла. Çавна май, ача ашшĕсене те çара илме пуçларĕç, вĕсемшĕн «отсрочка» çук. А. С.Фокин каланă тăрăх, çакăн йышши çамрăксем хушшинче те çара каяссинчен пăрăнакансем пур. Чылай чухне каччăсен ăçта пурăннин палли çук. Çавăнпа ун пеккисене çар ĕç комиссариатне чĕнме йывăр. Ашшĕ-амăшĕсем те чун тĕпренчĕкĕсене çара каяссинчен хăтарма тăрăшни тĕл пулкалать. Хавшак сывлăхлисен ыйтăвĕсене комисси тĕрĕс татса пама тăрăшать, сывлăх тĕлĕшĕнчен япăх пулнине çирĕплетсе çара кайма юрăхлă мар тесе кирлĕ çĕре документ тăратать.
Районти призывниксен сывлăхĕ çинчен пĕр-ик сăмах. Комисси каччăсен сывлăхне çирĕп тĕрĕсленĕ хыççăн çакă палăрнă. Çамрăксенчен чылайăшĕ çурăм шăмми авăннипе, нервпа психика чирĕсем аталаннипе, тÿрĕ лапăллă ура пулнипе, кĕçĕ чирĕпе асапланаççĕ. Чир тарăна кайнисене çийĕнчех сипленме направлени панă. Паллă ĕнтĕ, çара каяканăн сывлăхĕ начар пулмалла мар.
Тÿрех каламалла, хальхи вăхăтра çамрăксене вăрçă пынă вырăнсене службăна ямаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ку енчен пăшăрханма кирлĕ мар. «Вĕри точкăсене» – халăхра ытларах çапла калаççĕ – контрактниксем каяççĕ.
Салтак пăттине тутанас килменнисене, çара каяссинчен ятарласа пăрăнакансене малашлăхра мĕн кĕтĕ; Ун пеккисене ниçта та кредит памаççĕ иккен, патшалăх учрежденийĕсене вĕренме те илмеççĕ. 20 çул тултарсан ун пеккисене паспорт та улăштарса памаççĕ. Çар ĕç комиссариатне чĕнсен те пыман таркăнсене çирĕп явап тыттараççĕ: пысăк штраф е 1 çултан пуçласа 3 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.
Çарта пулнă салтакăн вара çул уçă. Вăл службăра ырă ятпа тăнă пулсан, часть командирĕ ăна хăй кăмăлланă çĕре вĕренме кĕме рекомендаци пама пултарать. Хыççăн çамрăкăн çăмăллăнах аслă вĕренÿ заведенине кĕрсе пĕлĕве ÿстерме май пур.
Çар ĕç комиссарĕпе А.С. Фокинпа тĕл пулса калаçнă май, вăл кĕрхи призывпа çара каякансем кăмăлпах Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕррине пĕлтерчĕ. Ку пурне те савăнтарать.