АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нарспи» ансамбль – виççĕмĕш

25 октября 2008 г.

Кашни çын тата мĕн пур халăх туслăх кĕперне хăйне евĕрлĕ тытса пырать. Çапла ĕмĕртен ĕмĕре тĕрлĕ халăхсен туслăхĕ çирĕпленсе пырать. Çакна вĕсем ĕçпе çирĕплетеççĕ. Акă, октябрĕн 1-4-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче «Interfolk in Russia» тĕрлĕ халăхсен хушшинчи фольклор искусствин пысăк фестивалĕ иртнĕ. Палăртма кăмăллă, пысăк уява пирĕн ентеш, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Кириллова ертсе пыракан «Нарспи» фольклор ансамблĕ те хутшăннă. Ансамбль тĕрлĕ номинацисенче палăрса тивĕçлипе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.

Ентешĕмĕр Тракушкăнь ялĕнче çуралнă, унтан II Хурашашра пурăннă. Галина Кириллова (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова) ÿсĕмĕпе эпир мухтанатпăр. Хальхи вăхăтра искусство çынни Пушкăрт Республикинче «Нарспи» ансамбле ертсе пырать, чăваш тата пушкăрт халăхĕсен юррисемпе савăнтарать.

Çак ĕçе Г.Кириллова Чăваш Ен паллă композиторĕпе А.Никитинпа пуçарса янă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика