25 октября 2008 г.
Çак кунсенче ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса çул çитмен çамрăксене наркотик сиенĕ çинчен каласа кăтартас тĕллевпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 7-мĕш классенче вĕренекенĕсемпе информаци сехечĕ иртнĕ.
Чи малтанах библиотека ĕçченĕсем «Наркомани – «шурă вилĕм» темăпа калаçу ирттернĕ. Наркотик çул çитмен çамрăксемшĕн, этемлĕхшĕн хăрушлăх кăларса тăратни, ăна тутанни сывлăха пĕтерни, наркомансем пурнăçран хăвăрт уйрăлни çинчен тĕплĕн ăнлантарнă. Юлашкинчен çак темăпа пурте «Право на жизнь» видеофильм пăхнă, ун тăрăх тишкерÿ тунă, наркотиксемпе усă куракансене асăрхасан кирлĕ çĕре пĕлтерме ыйтнă.