25 октября 2008 г.
«Кĕнекесĕр çурт чунсăр ÿтпе пĕрех», – тенĕ. Çавăнпа ача-пăчана та пĕчĕклех унпа туслаштармалла. Çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи ача-пăча библиотекинче тăрăшакансем.
Сăмах май, кăçал район центрĕнчи ача-пăча библиотеки уçăлнăранпа 55 çул çитет. Вулавăш ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ май вулакансен йышĕпе паллашатăп. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра ачасем компьютер умне туртăнаççĕ, кĕнеке вулама вăхăт сахал юлать-çке. «Çук, вулакансен йышĕ чакмасть», – терĕ ача-пăча библиотекин заведующийĕ Н.И.Романова.
Чăнах та пăлханма кирлĕ мар. 9 уйăхра вулавăша 19266 ача килнĕ. Чылай чухне ача садне çÿрекенсем, 1-мĕш класра вĕренекенсем вулав залне илемлĕ кĕнекесемпе паллашма, теттесемпе выляма çÿреççĕ. Хăшĕсем çавăнтах ларса вулама кăмăллаççĕ. Пĕтĕмĕшле çав тапхăрта ачасене пурĕ 39721 кĕнекепе тивĕçтернĕ.
Унта ĕçлекенсем пирки те пĕр-ик сăмах. Вулавăшра тăрăшакансем ачасен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса тимлеççĕ. Виççĕшĕ те çак ĕçре пуян опыт пухнă специалистсем. Акă, Н.И.Романова библиотекăра пĕр улшăнмасăр 30 çул вăй хурать. В.А.Падюкован та ĕç стажĕ çапларах. Э.П.Кузьмина вара вулавăшра – 20 çул. Апла пулсан, пултарулăх, пуçарулăх пур библиотекарьсен. Хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ вĕсем. Вулакансен йышĕ ан чактăр тесе тĕрлĕ хавхалантару мероприятийĕсем, конкурссем йĕркелесех тăраççĕ.
Библиотека «тĕслĕх» статусне илнĕ хыççăн унăн пĕлтерĕшĕ татах та ÿснĕ. Халĕ вăл чăннипех культурăпа информаци центрĕ пулса тăчĕ. Библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланса пыни те паха. Кунта вулакан валли пĕтĕм услови пур: аудио, видеокассетăсем, компакт-дисксем, электронлă кĕнекесем.
Урока хатĕрленмелле-и, рефератпа доклад çырмалла-и – вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кирлĕ информацие электронлă справочник-Интернет урлă тупаççĕ. Хăш-пĕр ачасем уроксене те библиотекăрах хатĕрлеççĕ. Мĕншĕн тесен пĕтĕм информаци çак ăс-тăн çуртĕнче-çке.
Вĕрентекенсем класс сехечĕсене вулавăшра ирттерме тăрăшаççĕ. Акă, кăçал библиотекарьсем тăрăшнипе ачасене ырăлăха вĕрентес, çамрăксене усал йăласенчен хăтарас тĕллевсемпе Т.Крюкова произведенийĕ тăрăх «Костянка. Время лето», наркотик сиенĕ çинчен «Право на жизнь», çул-йĕр правилисем пирки «Улица полна неожиданностей...» видеофильмсем кăтартнă, вĕсем тăрăх тишкерÿ ирттернĕ.
Ачасене обществăлла вырăнта хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентес, аслăрах классенче вĕренекенсене кирлĕ професси суйласа илме пулăшас ыйтусемпе те тимлет вулавăш. Ку ĕçре «Вузы Чувашии», «Ваши права, дети!» электронлă базăсем пулăшаççĕ. Çавăн пекех кунта районти паллă çынсем çинчен калакан альбомсем, папкăсем, аса илÿсен пуххисем чылай упранаççĕ. Çапла вара, библиотека шкулпа пĕрле çитĕнекен ăрăва пĕлÿÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кÿрет.
Çакна та асăнмалла. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май, библиотекăсенче ырăлăх акцийĕсем ирттереççĕ. Ача-пăча уйрăмĕ те аякра юлмасть. Вулавăша çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕсем кунта кĕнекесем парнелеççĕ, унăн фондне пуянлатаççĕ, тепĕр енчен – пĕчĕк чун-чĕресенче ырă туйăм вăратаççĕ.
Çемье çулталăкне халалласа «Чи лайăх вулакан çемье», «Чи лайăх вулакан класс», «Чи лайăх вулавçă» конкурссем йĕркелеме палăртнă. Çулталăк вĕçĕнче пĕтĕмлетÿсем паллă пулĕç.
Паян пур çĕрте те компьютер технологийĕсем вăй илсе пыраççĕ. Вулавăшсене реконструкцилесе çĕнетсе пыраççĕ. Ял çыннин пурнăçне лайăхлатма пулăшаççех вĕсем. Ача-пăча библиотеки те ачасене кĕнекене юратма вĕрентессипе, вĕсен тавра курăмне аталантарассипе малалла ĕçлĕ. Çĕнĕлле ĕçлеме библиотекарьсен пур услови те çителĕклĕ, чун-чĕре хастарлăхĕ çеç ан чактăрччĕ вĕсен.