АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » XI Спартакиадăна хатĕрленсе

25 октября 2008 г.

Иртнĕ канмалли кун, октябрĕн 19-мĕшĕнче, районти спорт шкулĕнче республикăра ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче иртекен XI Спартакиади умĕнхи пысăк турнир пулчĕ. Массăллă спорт вăййисем «Медальсемпе призсем – чи вăйлисене, çирĕп сывлăх – пурне те» девизпа иртрĕç.

Шкул ачисем баскетболла, сĕтел çинчи теннисла, шахматла выляссипе тупăшрĕç. Баскетбол турнирĕнче Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен хĕрсем малти вырăна çирĕп тытса пычĕç, вĕсемех çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хĕрлĕ Чутайпа Атнар шкулĕсем пайларĕç. Çак енĕпех арçын ачасен командисенчен пĕрремĕш вырăна çĕнсе илессишĕн Хĕрлĕ Чутайпа Çĕн Атикасси шкулĕсем хушшинче кĕрешÿ çивĕч пулчĕ. Юлашкинчен хĕрлĕчутайсем пĕр очко ытларах выляса илсе çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăна вара Атнар баскетболисчĕсем тивĕçрĕç.

Сĕтел çинче тенисла выляма юратакансем те йышлă пулчĕç. Хĕрсенчен пултарулăхпа Мăн Этменти Надежда Богатеева палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна та асăннă шкулта ăс пухакан Татьяна Селянкина çĕнсе илчĕ, виççĕмĕш – Марина Великанова (Çĕн Атикасси шкулĕ). Арçын ачасен кĕрешĕвĕнче пысăк хастарлăхпа палăрса малти вырăнсене Çĕн Атикасси шкулĕн спортсменĕсем Алексей Нестеров, Николай Семенов, Юрий Давыдов, Александр Ионов çĕнсе илме пултарчĕç.

Шахмат вăййине кăмăллакансем те ăмăртрĕç. Авалхи халăх вăййинче Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕ Ирина Парикова хастарлăх кăтартрĕ. Вăл республика чемпионачĕсене хутшăннă Шулюри Надеждăпа Марина Рябиковасене çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Арçын ачасен турнирĕнче те Çĕн Атикасси шкулĕн спортсменĕ Петр Майоров чи маттурри пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна тивĕçлипех Хĕрлĕ Чутай шкулĕн шахматисчĕ Александр Фондеркин йышăнчĕ, виççĕмĕш – Федор Петров (Çĕн Атикасси).

Сывлăхпа спорт турнирне хутшăнса çĕнтерÿпе палăрнисене Хисеп грамотисемпе тата пылак парнесемпе хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика