29 октября 2008 г.
Хура çĕр – анне кăкăрĕ вăл, – тенĕ ваттисем. Ку чăнах та çапла. Пирĕн тăрăхра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват пулса тăраççĕ. Вĕсемпе пĕлсе, кирлĕ пек усă курсан экономикăна тĕреклетме, колхоз кассине пуянлатма пулать. Çак тĕллевпе ĕçлет «Свобода» хуçалăх коллективĕ.
Кăçал эпир 310 гектар çинчи тыр-пула вырса илтĕмĕр. Çав шутран 185 гектарĕ тулă, 105 гектарĕ урпа. Гектар тухăçĕ 25,5 центнерпа танлашрĕ. Вырма вăхăтĕнчех 60 тонна тулă сутрăмăр. Унăн клейковини 24 процент пулчĕ.
Паян механизаторсем çĕр хуçисем шутланаççĕ. Вĕсем ĕçе ăнланса, агротехника правилисене çирĕп пурнăçласа пырсан тыр-пул тухăçне ÿстерме пулать. ДТ-75 тракторпа ĕçлекен Владимир Терентьев пирки ăшă сăмахсем кăна каламалла. Вăл шанса панă техникăна яланах юсавлă тытать, унпа тухăçлă усă курать. Çĕр ĕç пахалăхĕшĕн уйрăмах хытă тăрăшать. МТЗ-82 йышши тракторпа ĕçлекен Владимир Ксенофонтов та хастар. Вăл техникăпа тĕрлĕ груз турттарнипе пĕрлех уй-хир ĕçĕсене те хутшăнать. Геннадий Кокарев комбайнерпа ăна пулăшакан Иван Бурин механизатор тăрăшулăхĕ çинчен те каласа хăварас килет. Вĕсем кăçал тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра «уй-хир карапне» ăнăçлă ĕçлеттерчĕç. Районти ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç.
Пирĕн фермăсенче те ĕçчен çынсем тăрăшаççĕ. Акă, Альбина Иванова дояркăна илер. Вăл ĕнесене тулли рационпа тăрантарать. Ăна ку ĕçре Галина Токарева пысăк пулăшу парать. Иккĕшĕ туслăн, килĕштерсе ĕçлени вĕсене ÿсĕм тума пулăшать. Çавăн пекех Зоя Токарева пăру пăхакан, Елена Терентьева, Галина Филиппова, Людмила Ильина, Галина Иванова ĕне выльăх самăртакансем те ĕç çине чăн-чăн хуçа туйăмĕпе пăхаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра ĕне выльăхсем талăкра 680-шар грамм ÿт хушса пынă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 37 грамм нумайрах. Дояркăсем ĕне пуçне 3847 килограмм сĕт суса илнĕ. Çакă иртнĕ çулхинчен лайăхрах кăтарту.
Ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, кăçал нумай вăхăт хушши усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртни çинче те чарăнса тăма пулать. Эпир 225 гектар кĕр тыррисем акса хăвартăмăр. Ку пĕлтĕрхинчен 100 гектар ытларах. Хальхи вăхăтра механизаторсем кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Ку таранччен 200 гектар сухалама ĕлкĕрнĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Ял çынни ăна ĕçшĕн йĕркеллĕ тÿлесе пырсан нихăçан та алă усса лармасть. Механизатор-и вăл е выльăх-чĕрлĕх пăхакан – шалу лайăх пулсан производствăна куллен хутшăнма хатĕр. Хальхи вăхăтра колхозра ĕçлекенсен хисепĕ вăтамран 30 çын. Иртнĕ çул вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 2868 тенкĕпе танлашнăччĕ. Кăçал ăна чылаях хăпартма май килчĕ. Январь-август уйăхĕсенче уйăхри шалу вăтамран 5045 тенке çитрĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 176 процент нумайрах.
Элита вăрлăхпа, çĕнĕ технологисемпе усă курни ял хуçалăхĕн кирек хăш отраслĕнче те ÿсĕм тума пулăшать. Ĕне витине сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă хыççăн продукци тухăçлăхĕ палăрмаллах хăпарчĕ. Çавăн пекех тырă акнă вăхăтра минерал удобренийĕсемпе усă курнин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Çапла эпир малашлăха курса ĕçлеме тăрăшатпăр. Колхозри кашни çын ÿсĕм хăй тĕллĕн килменнине лайăх ăнланать.