АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырма килĕшет пулсан çыр эсĕ, Настя

29 октября 2008 г.

Мăн Этмен вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пирки чылай ыррине калас килет. Унти педагогсем те ачасене çирĕп пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Учительсем творчествăлла ĕçленипе вĕренекенсем анлă тавра курăмлă, хастар та пултаруллă ÿсеççĕ. Акă, 6-мĕш класра вĕренекен Настя Ельмована илер. Çамрăк хĕр ача класс пурнăçĕпе шкулти мероприятисене активлă хутшăнать. Шкулта аван ĕлкĕрсе пырать. Килĕштермен предмет çук уншăн. Чăваш тата вырăс литературисене кăмăллать. Çавна май çыру ĕçĕ килĕшет ăна. Икĕ çул каялла Настя район делегацийĕпе республикăри çамрăк журналистсен слетне хутшăннă. Унтан вăл пысăк хавхаланупа таврăннă.

Настя «Пирĕн пурнăç» хаçатпа туслă. Хăйĕн пĕчĕк калавĕсемпе статйисене редакцине çитерет. Хăйĕн ал çырăвĕнче вăл аслисене сума сумалли, атте-аннене хисеплемелли, чĕр чунсене юратмалли пирки шăрçалать. Сăвăсемпе те кăсăкланать. Ан тив, паян вăл пĕчĕк çыравçă тейĕпĕр. Çулсем иртнĕçемĕн хĕр пĕрчин пултарулăхĕ ÿссе аталанса пырĕ. Ача чухнехи ĕмĕт-тĕллевĕ кашнин пур. Настьăн та пурах-тăр. Эпир çамрăк та черчен, çепĕç чунлă хĕре малашлăхра ăнăçу сунатпăр. Сана çут çанталăк илемĕпе ырăлăх туйăмĕсене хут çине куçарма килĕшет пулсан, çыр эсĕ, Настя. Ĕçÿсемпе çынсен кăмăлне çĕклентер.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика