29 октября 2008 г.
Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД уйрăмĕсенче регистраци учетĕнче автомототранспорт хатĕрĕсем пурĕ 252272 единица тăраççĕ, вĕсенчен 175122-шĕ – уйрăм çынсен. Район территорийĕнче пĕтĕмпе 3863 единица (3146-шĕ – уйрăм çынсен) транспорт шутланса тăрать.
Пирĕн районта транспорт хатĕрĕсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратассин кăтартăвĕ пĕчĕк. Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче 31,9 процент автотранспорт кăна асăннă тĕрĕслев витĕр тухнă. Уйрăм çынсенчен чылайăшĕ РФ Правительствин 1989 çулхи августăн 31-мĕшĕнчи «РФ Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД уйрăмĕсенче регистрациленĕ автомототранспортсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратмалли йĕркесем çинчен» хушăвĕ ыйтнине пурнăçламаççĕ, çапла вара ытти çул çÿревçĕсем валли хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Уйрăмах мототранспорт хуçисем асăннă тĕрĕслев витĕр тухасси шиклентерет.
Налук органĕсемпе пĕрле ĕçленĕ ытти районсенчи опыт çула тухма юрăхсăр транспорт хуçисене налук тÿлеме ыйтни çĕмрĕк транспорчĕсене утилизацилеме хавхалантарнине çирĕплетет.
Йĕркеленнĕ лару-тăрăва пула район территорийĕнче октябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 27-мĕшĕччен «Техосмотр – Утиль» уйăхлăх ирттерме йышăннă.