01 ноября 2008 г.
Ачалăх мĕнле иртнинчен, çав вăхăтра ачапа юнашар кам пулнинчен, таврари тĕнчерен шăпăрланăн ăс-тăнĕпе чĕрине мĕн кĕрсе юлнинчен вăл ÿссе çитсен мĕнле çын пуласси килет. Ачана ырă кăмăллă пулма вĕрентсе ÿстересси нумай енлĕ ĕç. Пĕчĕккисен чунне ăнланса, вĕсен ăс-хакăлне аталантарса таса та çутă пулăмсем патне туртăнтарни кăна ачасене çынсене шанма, юратма, вĕсемпе ырă пулма пулăшать.
Çакна тĕпе хурса тата паянхи воспитани системи ыйтнине шута илсе «Пилеш» ача садĕнчи воспитательсен творчествăлла ушкăнĕ (Л.Васькова аслă воспитатель, Н.Печникова педагог-психолог, И.Абакумовапа А.Сарина воспитательсем) «Ырă вăрлăх – ырă çимĕç» проекта пурнăçа кĕртессипе тăрăшать. «... çынсемшĕн пайта ыйтмасăр ĕçлени - Çыннăн Çĕр çинчи тĕп ĕçĕ», - тенĕ Николай Федоров Президент Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырăвĕнче. Эпир йышăннă проектăн тĕп тĕллевĕ – ачана мĕн пĕчĕкрен харпăр хăйшĕн çунмасăр, пайта ыйтмасăр (бескорыстно) ырă ĕçсем тума вĕрентесси.
Чи малтанах педагогсем тĕрлĕ словарьсемпе тата илемлĕ литературăпа паллашса «ырă» сăмахăн пĕлтерĕшне тупса палăртассипе ĕçлерĕç. Унтан ачасемпе ырăпа усал, лайăхпа япăх çинчен калаçусем ирттерчĕç. Ача тунă кашни лайăх ĕç ырлăхăн пĕр пĕчĕк пайĕ пулнине ăнлантарчĕç.
Çавăн пекех ача садĕнче «Асамлă сăмахсем» ятпа занятисен ярăмне ирттеретпĕр. Пĕчĕккисене сăпайлă сăмахсемпе паллаштаратпăр, вĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курма вĕрентетпĕр.
Илемлĕ литературăпа ÿнер искусствин произведенийĕсемпе паллаштарни, çут çанталăка юратма, ăна сыхлама вĕрентни те ачасен ăс-хакăлне тĕрĕс аталантарма пулăшать.
Ачасен ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ «Ырă ĕçсен кĕтесне» те, сăвă вулакансен «Ырă тума васкăр» конкурсне те, вăтам тата аслă ушкăнсенче иртекен «Çынсене ырă парнелĕр» занятисене те «Ырă вăрлăх – ырă çимĕç» проекта пурнăçа кĕртсе йĕркелетпĕр.
Паллах, ачасене тĕрĕс воспитани парасси ашшĕ-амăшĕсемсĕр пулмасть. Çавăнпа та эпир вĕсене тĕпренчĕкĕсем тунă лайăх тата ырă ĕçсене сăнласа кăтартакан альбомсем, «Ырă ĕçсен хутаççине» тума сĕнетпĕр. Аслисемпе пĕчĕккисем пĕрле ырăпа усал çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене ас туса юлни те ачана ырă кăмăллă пулма вĕрентсе ÿстерес ĕçре пысăк витĕм кÿрет.
Кăçалхи Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Ырă тума васкăр» марафона хутшăнса ача садĕнче ырă ĕçсем тăвас тесе тăрăшакан ирĕклĕ командăсем йĕркелерĕмĕр. Вăтам ушкăнăн «Ырă кăмăллă Антошка» команди «Çынна çи-пуç мар, ырă ĕçсем илемлетеççĕ», аслă ушкăнри «Хĕвел пайăркисем» команда «Хĕвелтен - ăшă, ачасенчен – ырă» девизсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ.
Ыррине пурнăçра çул хывма нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа та педагогсен, ашшĕ-амăшĕсен, обществăн ачасене мĕн пĕчĕкрен пайта ыйтмасăр ырă ĕç тума вĕрентмелле. Ырă çынсем çумĕнче çеç ача хăйне хăтлăхра туйнине те манмалла мар.