АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç... хÿри пăрнăç

01 ноября 2008 г.

100 тенкĕ кирлĕ мар, çĕр тус пултăр, теттĕмĕр ĕлĕкрех. Паянхи пурнăç çак каларăша та улшăнусем кĕртет. Халĕ кĕсьере нухрат çук пулсан тăраниччен апат та çиеймĕн, шăлавар-кĕпе те туянса тăхăнаймăн, тус-юлташсем те пулăшса çитереймĕç. Капитализм тапхăрĕнче пурăнатпăр çав. Халĕ кăмăл-сипет енчен харпăр хăйне сăпайлă тыткаланипе, ĕçленĕшĕн сахал укçа илнипе малалла утма çук. Чун-чĕрере патриот туйăмĕ темле хăватлă тапса тăрать пулин те, укçасăр пурнăçа сыпăнтаркаласа пыма май килмĕ.

Çакна лайăх ăнланать ял çынни. Акă, унăн паян та, ĕлĕкхи пекех, тăван ялта ĕçлес килет, уй-хирте е фермăра – пур-пĕрех. Трактор штурвалĕ умне ларса тыр-пул ÿстерме те, ĕне выльăх ĕрчетме те ÿркенмест вăл. Хура та тарлă ĕçрен пĕртте йĕрĕнмест. Ачисене те хăйпе пĕрле ĕçе хутшăнтарма хатĕр. Анчах... Ĕç укçи пĕчĕкки, ăна вăхăтра паманни ял халăхне хуçалăх ĕçĕнчен пистерет. Кил хуçи лайăх пĕлет – Владимир облаçĕнче, Мускавра, ытти çĕрте те ĕç аллисем питĕ кирлĕ. Шалуне те сахал мар тÿлеççĕ. Уйăх ĕçлесе 20-30 пин тенкĕ алла кĕрет. Апла ялтан аякри вырăнсенче тăрăшнин усси пысăкрах. Тăван тăрăхран уйрăлас килмесен те çула тухать вăл.

Ял хуçалăх çулĕ вĕçленнине палăртма уява пухăнас умĕн ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕнче коллективлă предприятисенче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçипе интереслентĕм.

– Чи малтанах ĕçлекенсен хисепĕ çинче чарăнса тăни вырăнлă пулĕ, – терĕ Людмила Фондеркина экономист. – Акă, кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче тÿрремĕнех хуçалăх ĕçне 638 çын хутшăннă. «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕнче – 140, «Асамат» обществăра – 139, «Нивăра» – 100, «Путь Ильичара» 98 çын ĕçе çÿренĕ. Çав вăхăтрах ытти çĕрте 3 çынран пуçласа 52 çын таран кăна производствăна хутшăннă.

Паллах, çĕнĕ технологисемпе усă курнă чухне ĕç вăйĕ нумаях кирлĕ мар. Акă, юлашки çулсенче «Коминтерн» кооператив сысна тата ĕне фермисене çĕнетсе çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма 18,9 млн. тенкĕ тăкакланă. «Асамат» – 6 млн. яхăн тенкĕпе, «Нива» – 3,069млн., «Свобода» – 5 млн., Никитин фермер хуçалăхĕ 2,650 млн. тенкĕпе усă курнă. Районĕпе пурĕ 34 млн. тенкĕ ытла тухса кайнă. Çĕнĕлĕхсен усси куç умĕнчех. Сĕте суса сивĕтмелли установкăсем çеç ферма çыннисен ĕç условийĕсене мĕн тери лайăхлатрĕç!

Çĕнĕ технологипе ĕçлекенсенех уйăхри вăтам ĕç укçи пысăкраххине те палăртса хăварас пулать. «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕнче кăçал кашни çын уйăхра вăтамран 6051 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. «Свобода» колхоз çыннисен уйăхри шалăвĕ 5045 тенкĕпе танлашнă. «Асаматра» та çынсене тÿленĕ пек курăнать. Вăтамран 3369 тенкĕ илеççĕ кунти ĕçченсем. Анчах тахçантанпах ĕç укçи алла тытса курманни пирки пăшăрханса пĕлтереççĕ вĕсем. «Путь Ильичара» халăх шалăвне 3281 тенке çитернĕ.

Ытти хуçалăхсенче вăтам ĕç укçин калăпăшĕ пĕчĕкрех. Çапах пуринче те тенĕпе пĕрех вăл ÿсни курăнать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çулхи çак тапхăрта районĕпе кашни çынна уйăхра вăтамран 2594 тенкĕ тÿленĕ. Кăçал 144 процент чухлĕ ÿстернĕ. Урăхла каласан, сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 3724 тенкĕпе танлашнă вăл. Çав хушăрах «Авангард» обществăра ĕç укçи кăçал пĕлтĕрхинчен чакнă. Тĕслĕхрен, унта 26 çын тÿрремĕнех ĕçе хутшăннă. Вĕсем уйăхра вăтамран кăçал 2016 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхин 83 проценчĕ кăна. Никитин фермер хуçалăхĕнче те ĕç укçи чакнă. Кăçал вăл 3067 тенкĕ пулнă, çакă иртнĕ çулхин 98 проценчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, «Путь Ильичара», «Свободăра», «Сурара», «Аккозинскийĕнче» ĕç укçине уйрăмах чылай ÿстернине палăртса хăвармалла. Ку аван ĕнтĕ. Çынсене тырă, улăм, утă тата ытти те кирлĕ. Çакна шута илсе хуçалăхсен вĕсене пурлăхпа тивĕçтересси çине те тимлĕрех çаврăнса пăхмалла. Ял халăхĕ выльăх чылай усрать. Çавăнпа вăл утă-улăм, тырă хаваспах илет. Киле леçсе пама автотранспорт уйăрсан тата ытларах хĕпĕртĕ.

Çапла, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ хальхи вăхăтра нумайăшне шухăшлаттарать. Аякка кайса ĕçлесе килекенсем пысăк укçапа мухтанмасăр чăтаймаççĕ. Вырăнти çынсене астараççĕ те вĕсем. Çавăнпа вĕсен те «шапашкăна» кайса курас ĕмĕт çуралать. Мĕн тăвăн, пурнăç... анчах хÿри пăрнăç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика