АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче тимлĕхе çухатас марччĕ

08 ноября 2008 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ А.Майоров пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 10 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă 2987 тĕслĕхе регистрациленĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта вĕсен хисепĕ 1998 пулнă.

Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче çулсем çинче 12 авари пулнă, вĕсенче 5 çын вилнĕ, 9 çын суранланнă. 2007 çулхи 10 уйăхра 10 аварие регистрациленĕ пулнă, инкексенче 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 10-ăн суранланнă.

Çакна та палăртмалла: çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсенчен 123-шĕ водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе пулнă. Апла пулсан, ÿсĕр водительсемпе çине тăрса кĕрешмелле.

Çулсем çинче инкексен шучĕ ÿсни питĕ пăшăрхантарать. Çакăнта автотранспорт йышĕ ÿсни те витĕм кÿрет пулĕ. Анчах ку, паллах, тÿрре тухмалли сăлтав мар: водительсем пысăк хăвăртлăхпа çÿреççĕ, çуран çÿрекенсене те хисеплемеççĕ, ÿсĕрле руль умне лараççĕ, водитель правинчен хăтарсан та автотранспортпа çула тухаççĕ – çакă пĕтерет те.

Мĕн пытармалли пур, водительсем ансат правилăсене те пăхăнмаççĕ иккен, алă сулаççĕ çеç. Инкек килсе тухсан тин йăнăша ăнланаççĕ. Нумай пулмасть Мăн Этмен автоçулĕ çинче пулса иртнĕ аварие аса илер. Шупашкар çынни водитель удостоверенийĕсĕр çула тухнă, çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсса çынна таптаса вĕлернĕ. Йĕркене пăхăнманни мĕн патне илсе çитерет. Транспорт хатĕрне татах та туянма пулĕ-ха, çын пурнăçне кам каялла тавăрĕ;

Çавăн пекех октябрĕн 28-мĕшĕнче каçхи 5 сехет иртсен, Хĕрлĕ Чутайпа Атнар хушшинчи автоçул çинче тепĕр авари пулнă. Н.Седайкин, ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл автомашинăпа çула тухнăскер, тепĕр автомашинăран иртсе кайма тăрăшса, çул хĕррипе пыракан велосипедист çине кĕрсе кайнă. Аварире 15 çулхи арçын ача йывăр суранланнă, велосипечĕ юрăхсăра тухнă.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче I Хурашаш ялĕнче Етĕрне çынни, ГАЗ-3309 маркăллă автомашинăна пăхăнтараймасăр кювета чăмнă. Юрать-ха, инкекре никам та суранланман, анчах машина ваннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика