08 ноября 2008 г.
Шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем çамрăк ачасене преступлени тăвассинчен хăтарас, вĕсене пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевсемпе ĕçлеççĕ.
Паянхи кун профилактикăлла учетра 17 çамрăк тăрать, вĕсенчен 7-шĕ – хĕрсем. Йĕркене пăснă çамрăксенчен 1 ача условнăй майпа айăпланнă.
Милици сотрудникĕсем, вĕсемпе пĕрлех çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем халăх йышлă пухăнакан вырăнсене час-часах тухса çÿреççĕ, унти йĕркелĕхе тĕрĕслеççĕ. Аслисемпе пĕрле ачасем те тепĕр чухне пĕрле ĕçсе çÿренине е пирус мăкăрлантарнине курма пулать. Ун пек тĕслĕхсемшĕн ачасене милицире шута илеççĕ, ывăл-хĕрĕсен йăнăшĕшĕн вара ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет.
Пытарма кирлĕ мар, ялсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ эрех çулĕ çине тăни палăрать. Ачасене çак инкекрен хăтарма йывăрланса пырать. Ыйтăм кăтартнă тăрăх, шкул ачисенчен чылайăшĕ чĕлĕм туртса курнă, эрех тутаннине те пытармаççĕ ĕнтĕ.
Пурте пĕлетпĕр, сутуçăсен çул çитмен çамрăксене эрех-сăра, пирус сутма юрамасть. Сутуçăсем йĕркене пăхăнмасăр тавара ярăнтараççĕ çеç. Милици ĕçченĕсем саккуна хирĕçле ĕç тăвакансемпе çирĕп кĕрешеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Г. (Енкĕлт ялĕнче пропискăра тăраканскер) çул çитмен ачана пирус сутнă. Çакăншăн ăна РФ КоАПăн 14.2 статйипе айăпласа протокол çырнă. Утаркассинчи К. ачана алкоголь шĕвекĕ сутнă. Ăна та РФ КоАПăн 14.16 статйин 4-мĕш пайĕ тăрăх явап тыттарнă.
Куратпăр ĕнтĕ, аслисем пĕлсех преступлени тăваççĕ, çак ĕçе ачасене явăçтараççĕ. Çапла майĕпен çул çитмен çамрăксем усал йăла-йĕркесене хăнăхса пыраççĕ. Хыççăн преступлени тăвасси те инçе мар.
Эрех тыткăнне лекнĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесем районта чылай – пурĕ 70-е яхăн. Аслисем ниçта ĕçлемесĕр, ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси çинчен вуççех манса эрех ĕçсе çапкаланса çÿреççĕ. Тепĕр чухне ун пек ашшĕ-амăшĕсемпе чуна хытарсах калаçма тивет. Тĕрĕс çул çине тăма килĕшменнисем пирки вара çирĕп мерăсем йышăнатпăр, ачисене пăхма тивĕçлĕ марри çинчен материал хатĕрлетпĕр. Вĕсен малашнехи шăпине вара суд татса парать.
«Ачана кам çуратнă, çавăн пăхмалла», – теççĕ халăхра. Анчах шел те, район территорийĕнче чун тĕпренчĕксем çинчен пачах шутламан хĕрарăмсем те пур. Пĕчĕкскерсене ирĕксĕрех ют çемьесене вырнаçтарма тивет.