АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тем тĕрлĕ кредит та параççĕ

12 ноября 2008 г.

«Кредит» сăмах пурнăçăмăра çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Пирĕн атте-аннесем 15-20 çул каялла е маларах ун çинчен пĕлмен те, банксенчен парăм илмесĕрех укçи-тенкине сыпăнтарса пынă. Пус çумне пус хушсах кил-çурт çавăрнă. Мĕншĕн тесен ун чухне тавар хакĕ пур çĕрте те пĕрешкел тăнă, паян пĕр хак, ыран урăхла пулман. Халĕ вара çурт-йĕр çĕклеме укçине пуçтарса çитерме питĕ йывăр. Строительство материалĕсем кунпа мар, сехетпе хакланаççĕ тейĕн. Вăтам пурăнакан çыннăн ирĕксĕрех банка утма тивет. Тавах, вĕсенче тем тĕрлĕ кредит та параççĕ, вăхăтра тÿлесе пыма пултар çеç. Çапах кивçене каялла тавăрайманнисем, «манса каякансем» те пур çав. Çавна пулах кăçал Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи банксем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕç.

Раççейре те кредита вăхăтра тÿлесе пыманнисен йышĕ ÿссе пырать. РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче вара вăхăтра тавăрса парайман укçа кредитсен пĕтĕмĕшле виçинче 0,48 процент йышăнать. Апла пулсан, пирĕн республикăра пурăнакансем банк умĕнчи тивĕçе пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ тесен те юрать.

Пирĕн районта кредита тавăрса параслăх мĕнле шайра пулни пирки РФ Перекет банкĕн Етĕрнери 4438 номерлĕ уйрăмĕн Хĕрлĕ Чутайри хушма офисĕн заведующийĕнчен Светлана Валентиновна Секайкинаран ыйтрăм.

– Район çыннисенчен ытларахăшĕ кредитсене вăхăтра тÿлеме тăрăшаççĕ, кредита тÿлессинчен пăрăнакансем çукпа пĕрех, вĕсем – иккĕн, вăхăтра тавăрса парайман укçа кредитсен пĕтĕмĕшле виçинче 0,06 процентпа танлашать, – терĕ Светлана Валентиновна.

Хушма офис ертÿçи палăртнă тăрăх, вкладчиксен шучĕ те чакмасть.

Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче РФ Перекет банкĕ процент виçине ÿстерчĕ. Нумаях та мар, 0,75-рен пуçласа 1,75 процент чухлĕ. Çакă та кредит илес шутлисене шиклентермест. Сентябрь уйăхĕнчен пуçласа заемщикпа поручителĕн тÿлеслĕхне палăртнă чухне пурăнмалли чи пĕчĕк виçене (прожиточный минимум) те шута илеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл ĕçлекенсемшĕн – 4330, пенсионерсемшĕн – 3191, ачасемшĕн 3830 тенкĕпе танлашать. Вăтам виçе вара – 4005 тенкĕ. Урăхла каласан, кредит тÿленĕ хыççăн çемьери кашни çын пуçне 4005 тенкĕ юлмалла. Паллах, çак çĕнĕлĕх хăш-пĕрисемшĕн чăрмавсем кăларса тăратать. Çапах та вăл тĕрĕс, парăма татнипе кăна мар, çемьене выçă усрама та çук-çке.

300 пин тенкĕрен иртекен кредитсене çав суммăлăх салук хывсан çеç параççĕ. Автокредита транспорт хатĕрĕн хакĕн 30 процентне харпăр хăй укçипе тÿленĕ хыççăн кăна параççĕ. Ăна та алла памаççĕ, тÿрех автомашина сутакан организацие куçараççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕр туянма е тума кредита çак йĕркепех параççĕ. Заемщик илекен укçана хваттер е çурт сутакана, строительство организацине куçарса параççĕ. Куçман пурлăх туяннă чухне çав япали, унăн кредитне тÿлесе татиччен, салукра юлать. Халь банкра юсав ĕçĕсем валли те кивçен илме пулать. Çакăн йышши кредита илмелли тĕп услови – строительство организацийĕпе тунă килĕшÿ пурри. Çав организацин юсав ĕçĕсем тума ирĕк пани çинчен калакан лицензи кирлĕ. Куратпăр ĕнтĕ, паянхи кун банкра йăпăр-япăрах кредит тыттарса ямаççĕ, тÿлеме пултараслăха тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Камăн кредит историйĕ таса – вĕсемшĕн яланах çул уçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика