12 ноября 2008 г.
Банк ĕçченĕн кунĕнче районти Перекет банкĕн тăрăшуллă та опытлă ĕçченĕсене асăнмасăр иртме çук. Малтанах кунта аслă бухгалтер пулса тимлекен Тамара Ивановна Немешкинана ырăпа асăнмалла. Тамара Ивановна тавçăруллисенчен пĕри шутланать. Вăл хăйĕн ĕçтешĕсене кулленхи ĕçре усăллă канашсемпе пулăшса пыма яланах хавас. Сăмах май, Т. Немешкина, кÿршĕллĕ Етĕрнери банкпа пĕрлешиччен, районти Перекет банкĕнче тĕп бухгалтер пулса тăрăшнă.
Вера Геннадьевна Карташова аслă контролер-кассир та коллективра пултаруллисен шутĕнче. Хăйне шанса панă ĕçе вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать.
Халăх хушшинче вара Валентина Павловна Шехрейкинапа Светлана Ивановна Кошелева ячĕсем хисепре. Вĕсем район çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Коллективри ĕçченсенчен вĕсем чăтăмлă та ырă кăмăллă пулнипе палăрса тăраççĕ.
Палăртма кăмăллă, асăннă ĕçченсем банк системинче 20-26 çул тимлеççĕ.