12 ноября 2008 г.
Федор Леонтьевич Белов кăçалхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче 75 çул тултарать тенине илтсен тĕлĕнтĕм. Вăтам пÿллĕ, сарă çÿçне йĕпкĕн шурă тĕс çапнă çак çынна никам та хăйĕн çулне памĕ. Кĕлетки-çурăмĕпе те, сăнĕ-пичĕпе те çамрăк курăнать вăл. Чун-чĕри те унăн хĕрÿллĕ те хастар.
– Эпĕ 1933 çулхи хура кĕркунне Енкĕлт ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, – аса илчĕ иртнине Федор Леонтьевич. – Атте, Леонтий Семенович, Турхан ялповĕн бухгалтерĕнче ĕçлетчĕ. Анне, Ефросия Яковлевна, ялти «Красный маяк» колхозра тăрăшатчĕ. Малтанах хамăр ялти пуçламăш шкулта пĕлÿ илтĕм, унтан Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула çÿрерĕм. Ĕç биографийĕ вăрçă çулĕсенче тăван колхозра çырăнма пуçларĕ. 1951-52 çулсенче вара Свердловск облаçĕнчи Серов ГРЭС-ĕн строительствинче вăй хутăм. Унта мана автослесарь ĕçне хăнăхтарчĕç. Çул çитсен салтак атти тăхăнса çар службине тăтăм. Реактивлă бомбардировщик авиамеханикĕ пултăм. Хĕсметре тăнă вăхăтрах каçхи вăтам шкулта вĕренсе алла аттестат илтĕм.
Ф.Белов салтак тивĕçне пурнăçласан Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çултан ученăй-зоотехник дипломне илнĕ специалиста Патăрьелĕнчи ăратлăх енĕпе ĕçлекен станцие янă. Вăл малтанах Пăрачкав, кайран Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тăрăшнă. Сăмах май, студент çулĕсенче Çурçĕр Казахстан облаçĕнче тата Алтай крайĕнче çĕнĕ çĕрсем уçас ĕçе хастар хутшăннă, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн наградине тивĕçнĕ.
Федор Леонтьевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ял хуçалăх органĕсенче ĕçленĕ теме пулать, Çĕмĕрле производство управленийĕн инспектор-йĕркелÿçинче, хамăр районти «Октябрь» совхозăн тĕп зоотехникĕнче тăрăшнă çулсене тăтăшах аса илет. Çакна палăртса хăварни вырăнлă. Хуçалăхăн тĕп экономистĕнче вăй хунă çулсенче вăл районта кăна мар, республикăра та ял хуçалăх ĕçченĕсене гарантиллĕ тÿлевпе тивĕçтермелли йĕркене чи малтан ĕçе кĕртекенсенчен пĕри пулнă. Хăйĕн опычĕпе ăна Шупашкарта ирттернĕ экономика канашлăвĕнче те паллаштарма тÿр килнĕ.
1968 çулта Федор Леонтьевич Ленинградри ял хуçалăх институчĕн экономика факультетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă, ял хуçалăх предприятийĕсен экономист-йĕркелÿçи ятне илнĕ. Çав çулхинех вăл ашшĕ вăрçăра çапăçса пуçне хунă çĕрте пулса курнă. Чăваш ывăлĕ 1942 çулхи август уйăхĕнче Ржев хули çывăхĕнче яланлăхах куçĕсене хупнă. Вăл взвод командирĕ пулнă.
Федор Леонтьевич тĕрлĕ çулсенче госстатистикăн районти инспекторĕнче, ял хуçалăх управленийĕн планпа экономика пайĕн начальникĕнче, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе специализациленнĕ «Октябрь» совхозăн комплекс директорĕнче тата ытти çĕрте ĕçленĕ. Кирек ăçта та ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма тăрăшнă.
1986 çулхи март уйăхĕнче Ф.Белова РАПО председателĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта районти хуçалăхсем ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине тата хатĕрлессине палăрмаллах ÿстернĕ. Вĕсем экономика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе вăйланнă. Выльăх-чĕрлĕхпе çĕр ĕç продукцине туса илесси тупăшлă пулнă. Ял çыннине ĕçшĕн тÿлесси çине тимлĕ пăхнă. Колхозниксем уйăхсерен шалу илсе тăнă, вĕсене преми парса та хавхалантарнă. Çавна май çынсен пурнăç шайĕ ÿснĕ. Ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленме тытăннă. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ центрĕ те сарăлса вăй илнĕ.
Депутат пулнă май Федор Леонтьевича Хĕрлĕ Чутай ял ĕçтăвкомĕн председателĕ пулма суйланă. Ку ĕçре те вăл пĕлĕве, вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă. Çав çулсенче ялти клубсен, библиотекăсен, фельдшер пункчĕсен пурлăх бази палăрмаллах пуянланнă. Кунпа пĕрлех урамсене тирпей-илем кĕртесси вăй илсе пынă.
Федор Леонтьевич 1991 çул çурриччен, пенсие тухиччен, райĕçтăвкомăн хатĕрлев ĕçне йĕркелесе пыракан пайĕн тĕп зоотехникĕнче тăрăшнă. Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе специалистсем хушшинче ĕçе лайăх пĕлнипе, хăйне пăхăнакансенчен çирĕп ыйтнипе, йывăрлăхра кирек кама та пулăшма хатĕррипе палăрнă. Кĕскен калас пулсан, районти аслăрах органсен шанăçне тÿрре кăларса пынă. Вăл халĕ хăй ĕçленĕ çулсенче района ертсе пынă П.Михеев, А. Смалайкин, И.Пугачев, И. Стекольщикова, В.Петьков, А.Самылкин, Ю.Николаев, И.Ванюшкин, В.Мурашкин ячĕсене ăшшăн аса илет. Асăннă çынсем район экономикипе культурине аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă-çке.
Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн Ф.Белова В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе, ытти наградăсемпе чыс тунă.