15 ноября 2008 г.
Районти 10 вăрçă инваличĕ Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ тĕлне пысăк парнеллĕ пулĕç. Вĕсем Раççей Президенчĕн «Инвалидсене хăш-пĕр енчен социаллă пулăшу парасси çинчен» калакан Указпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр «Лада – 21074» маркăллă автомашинăллă пулĕç.Телейлисен йышĕнче: Пантьăк ял тăрăхĕнчен 5-ĕн, Ачкассинчен – 2-ĕн, Хусанушкăнчен – 3-ĕн. Уйрăммăн ячĕсене палăртас пулсан, çакна каламалла: Утаркасси ялĕнчен Антонина Ивановна Лукинапа Вера Михайловна Петрова тата Пантелеймон Александрович Андриянов, Пухтанкассинчен Герман Семеновичпа Николай Васильевич Пудейкинсем, Ачкассинчен Василий Иванович Архипов, Ваçкаçырминчен Яков Павлович Григорьев, Хурашаш ялĕнчен Ефим Фиофанович Захаровпа Степан Филиппович Филиппов, Тракушкăнчен Ефим Иванович Васильев.
Çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçин тата тепĕр 5 инваличĕ, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне социаллă хÿтлĕх пайĕнче тÿлевсĕр автомашина илме учета тăнисем, асăннă автомашина вырăнне 100 пин тенкĕ укçа илме кăмăл тунă.