15 ноября 2008 г.
Вут-çулăм шеллемест. Нимрен хăрушши – ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе пухнă пурлăх кĕл пулса çилпе вĕçсе кайни. Акă, ноябрĕн 12-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнчи Татьяна Александровна Волкован хуçалăхĕнче вут-çулăма пула йывăç çуртăн ăшĕ сиенленнĕ. Пушар службинче тăрăшакансем инкек сăлтавне тĕпчеççĕ.
Кил-çурта хутса ăшăтмалли тапхăр çитрĕ. Апла пулсан çынсен тимлĕхе çухатмалла мар. Кил-çуртра кăмакасене, мăрьесене юсавлă тытмалла, вăхăтран-вăхăта вĕсене тĕрĕслесе тăмалла. Кăмака хутнă чухне краççын е тата урăх çăмăллăн хыпса илекен шĕвексемпе усă курмалла мар. Çакна та каласа хăвармалла: кăмака çывăхне сĕтел-пукан, шкапсем лартма кирлĕ мар. Вĕсем те пушар сăлтавĕ пулма пултараççĕ.
Çут çанталăк газĕпе усă куракансен те пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.