15 ноября 2008 г.
Хальхи вăхăтра тĕнчери 150 миллион ытла çын сахăр диабечĕпе аптăрать. Çав шутран Раççейре – 2,5 миллион çын. Пирĕн районта кăçал диабетпа чирлĕ 190 çынна шута илнĕ, пĕлтĕр вĕсем 177 пулнă.
Сахăр диабечĕ çыннăн юнри сахăр шайĕ пысăкланса кайнине пĕлтерет. Диабетпа чирлесси икĕ тĕрлĕ пулма пултарать:
1. Апат хутаççи айĕнчи железасен клеткисем инсулин кăларма пăрахаççĕ. Кун пек чухне çын ăнсăртран, çамрăклах чирлесе ÿкет, унăн ĕмĕр тăршшĕпех инсулинпа пурăнма тивет.
2. Апат хутаççи айĕнчи железасен клеткисем инсулин кăларассине чакараççĕ. Кун пекки ытларах 40 çултан иртнĕ, кĕлетке тĕлĕшĕнчен ытлашши виçеллĕ, çемьере унччен кам та пулин диабетпа чирленĕ çынсен пулать.
Сахăр диабечĕпе чирлес мар тесен углеводпа пуян (сахăр, кăлпасси тата ытти те) апата ытлашши çимелле мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.
Çакна пурин те лайăх пĕлмелле: сывă çыннăн выçăлла сахăр шайĕ 3,3 - 6,0 ммольŸл, апат çинĕ хыççăн – 7,8 ммольŸл пулмалла. Чир паллисем – çăвар типсе ларни, шыв ĕçес килни, час-часах шăк тухни, вăйсăрлăх, ÿт кĕçĕтни тата ытти те.
Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ çумĕнче сахăр диабечĕн шкулĕ ĕçлет. Кунта чирлисене тĕрĕс апатланма, медицина препарачĕсемпе усă курма вĕрентеççĕ. Сăмах май, диабетпа чирлисем препаратсене тÿлевсĕр илсе тăраççĕ.
Пурин те çакна аван пĕлсе тăмалла: сахăр диабечĕ – хăрушă чир. Вăл вăраха ан кайтăр тесен тĕп больницăна çитсе сахăр шайне тĕрĕслеттерме манмалла мар. Сирĕн сывлăх – хăвăр алăра.