АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье йывăрлăхра. Кам айăплă

15 ноября 2008 г.

Хĕрарăм – кил ăшши, арçын – çемье тĕрекĕ тетпĕр. Анчах пурнăç ÿкерчĕкĕ çемье тĕрекĕ хăй тивĕçне пурнăçлайманнине, этемлĕхĕн черчен пайĕ те майĕпен эрех черкки патнелле туртăннине кăтартать. Çавна пулах çемьесем йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ, ашшĕ-амăшĕ ĕçнипех вĕсен ачисем асапланаççĕ. Çавăн пек çемьесене çитсе аслисене йăнăш утăмран асăрхаттарас, тÿрĕ çул çине тăма пулăшас тĕллевпе иртрĕ те ноябрĕн 13-мĕшĕнче район территорийĕнче Профилактика кунĕ.

Район пуçлăхĕн çумĕ И.Л. Хораськин ертсе пыракан ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ. Сăмах май, ял тăрăхĕн специалисчĕсем хăш ялта кам мĕнле пурăннине йăлтах пĕлсе тăраççĕ, йĕркене пăсакансене вырăна чĕнтереççĕ. Акă, Профилактика кунĕнче Шулюри И.А.Окайкинăн преступленилле ĕçне пăхса тухрĕç. Иван Анатольевичăн 1 çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕнĕ, унтан маларах Вера хĕрĕ чирлесе вилнĕ пулнă, тăлăха юлнă мăнукĕсем аслашшĕ килĕнче пурăнаççĕ. Пĕр çуртра виçĕ çемье кун кунлать. Çăмăл мар паллах. Çемье пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, ывăлĕпе вĕсем эрех сыпкаласан хирĕçкеленĕ. Иван Анатольевич пирки ял тăрăхĕнче ырă калаççĕ. Вăл ывăлне çĕçĕпе чикме пултарнинчен тĕлĕнеççĕ те.

Палăртмалла, ку преступлени кăçалхи августăн 14-мĕшĕнче пулнă. Ватă çын, 71 çулхискер, ывăлĕ час-часах хĕненине пĕлтерет. Çав каç хăй те ÿсĕр пуçпа саккуна хирĕçле ĕç тунине лайăх ас тумастăп тет. Хăйне килти ывăлĕ вырăна хуманнишĕн питĕ тарăхнă вăл. Юрать-ха, çамрăка вилмелле амантман, суранĕ çăмăл пулнă. Халĕ пенсионерăн РФ Уголовнăй Кодексĕн 111 статйин 1-мĕш пайĕпе явап тытма тивет. Профилактика кунĕнче ватă çын çак усал пулăм пирки куççульленсе каласа пачĕ, малашне килтисемпе урăх харкашмастăп тесе шантарчĕ.

Йывăр тÿснĕ Юрийпе те тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл килти хирĕçĕве пуçараканĕ ашшĕ пулнине каларĕ.

Профилактикăна килнисем вĕсен çемьери лару-тăрăвĕпе паллашнă хыççăн, пурнăçра пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмеллине, çемьери харкашусем ырă патне илсе çитерменнине аса илтерчĕç. Йывăр пулсан, çемьесен уйрăм кил-çуртра пурăнмаллине те каларĕç. Амăшĕ çĕре кĕриччен Юра ывăлĕ урăх çуртра пурăннă-çке. Анчах та вăй питти арçын вăл çурт кивелсе çитни пирки ăнлантарчĕ. Çемье тĕрекĕн яланах ашшĕ килĕ çине шанмалла мар та, хăйĕн те пăта çапмалла пек.

Юлашкинчен пухăннисем А.А.Яндайкин мăшăрне хĕнесе-амантса пурăннине пăхса тухрĕç. «Паттăр» арçынна çав кун суда чĕннĕ иккен. Çавăнпа хăйсемпе тÿрремĕнех паллашма май килмерĕ. Ăнланнă тăрăх, ку ĕçре иккĕшĕ те айăплă. Вĕсен ача-пăча çук, кил хуçи хĕрарăмĕ эрехпе туслă, пирусне те тиркемест пулмалла. Арçын эрех ĕçсен ăна «чышкăпа» ăса вĕрентсе пурăнать. Çапах та пĕр-пĕрин çине алă çĕклеме юрамастех, саккун та хушмасть. Ун пеккисене айăплав кĕтет.

Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесем патне те çитсе курас терĕ ушкăн. Анчах кăлăхах пулчĕ. I Липовкăри Л.И. Чеблукована (унăн 3 хĕр, чи кĕçĕнни 1-мĕш класа çÿрет) килте курма тÿр килмерĕ, йĕри-тавра çакланса ларнă. Кÿршĕсем хĕрарăм малтанхи кун ÿсĕр çÿренине каларĕç. Сăмах май, Людмила Ивановна юлашки çулсенче час-часах ĕçсе çÿрет иккен. Мăшăрĕ те тиркемест. Çакăн пирки вĕсене асăрхаттарсах тăраççĕ. Усси çук пулас. Пĕрле çÿрекен «тусĕсем» патне те çитрĕмĕр. Вĕсене те алăкра çăра çакăнса тăрать. Кун хыççăн çакна каламалла. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем ку ялта пурăнакансем эрехпе туслашса пынине çирĕплетсе калаççĕ. Арçынсемпе танах хĕрарăмсем те çак авăра кĕрсе пыраççĕ иккен.

Хĕрарăм, ан ĕç. Ачусем санăн куçусенчен пăхаççĕ, ачашлăх, çепĕçлĕх, пулăшу ыйтаççĕ. Вĕсен куççульне курсан санăн чĕрÿ ыратмасть-и;

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика