19 ноября 2008 г.
Асăрханă-и эсир, сенкер экранпа кăтартакан вĕçсĕр-хĕрсĕр сериалсенчи хĕрарăм-сăнарсенчен хăшĕ те пулин сериал вĕçлениччен ача амăшĕ пулатех; Хаçат-журналсенче тĕрлĕ кино- е телеçăлтăр çемйине аист вĕçсе кĕни çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Юлашки вăхăтра çĕршывра та, республикăра та ача çуратакансен йышĕ ÿссех пырать. Ют çĕршыв чĕлхинчен кĕнĕ «бэби-бум» сăмахпа ят панă çак пулăма. Пирĕн районти çемьесене аист килесси вара мĕнлерех пырать-ха;
Пепке çурални ашшĕ-амăшĕшĕн те, çывăх çыннисемшĕн те пысăк савăнăç. Çав вăхăтрах питĕ яваплă пулăм. Пĕчĕк чун пысăк тĕнчере хăй ытлашши маррине туйса çуралтăр тесен çемьере ăнланупа килĕшÿ хуçаланмалла, арçынпа хĕрарăмăн хăйсем аттепе анне пулма «пиçсе çитнине» чун-чĕрипе туйса илмелле. Çавăн чухне çеç: «Саламлатпăр, сирĕн ача пулать»,– тенине пулас ашшĕпе амăшĕ пăлханса, анчах питĕ савăнса йышăнĕç.
Ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăма мăшăрĕн, çывăх çыннисен пулăшăвĕ кирлех. Унсăр пуçне çие юлнă хĕрарăма медицина тĕрĕслевĕ те питĕ кирлĕ.
Районти тĕп больницăри хĕрарăмсен консультацийĕнче паянхи куна ача амăшĕ пулма хатĕрленекен 73 хĕрарăма шута илнĕ. Çие юлнисен тата пулас пепкесен сывлăхне Г.И.Журавлевапа Н.В.Паденова акушер-гинекологсем сăнаса тăраççĕ, вĕсене çак ĕçре И.А.Гусельщиковапа Е.П.Трифонова акушеркасем тата Л.В.Ульянова санитарка пулăшса пыраççĕ. Палăртмалла, кăçалхи тăхăр уйăхра пурĕпе 116 амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăма шута илнĕ, пĕлтĕр çав вăхăтра вĕсем 127 пулнă. Амăшĕ пулас шутлисем хушшинче ниçта та ĕçлеменнисем те, качча кайман, пĕччен хĕрарăмсем те, 18 çул тултарманнисем те пур. Сăмах май, çие юлнă хĕрарăм ĕçлет пулсан, ăна 30 эрнерен декретлă отпуска яраççĕ. Енчен те хĕрарăм йĕкĕреш кĕтет пулсан – 28 эрнерен. Хĕрарăмсен консультацине килсе çÿрекен амăшĕ пулма хатĕрленекенсене тÿлевсĕр витаминсемпе тивĕçтереççĕ, çавăн пекех тÿлевсĕр ультрасасă тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ. Унсăр пуçне хушма апат-çимĕç илсе тăма уйăхра пĕрре 100 тенкĕ пособи (социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă) параççĕ. Пулас ача амăшĕн больницăра сипленме тивсен, малалла ăна сывлăхне çирĕплетме республикăра вырнаçнă санаторисене те яраççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра санаторинче çие юлнă 8 хĕрарăм сывлăхне çирĕплетнĕ. Çие юлнă пур хĕрарăма та, енчен те вăл Раççей гражданинĕ пулсан, ача çуратмалли (родовый) сертификат параççĕ. 2008 çулхи тăхăр уйăхра çак сертификата104 хĕрарăма панă. Асăннă сертификатсемпе усă курса районти хĕрарăмсен консультацийĕ валли çĕнĕ медицина оборудованийĕ, тĕрлĕ инструментсем туяннă.
2000 çултанпа тĕп больницăра ача çуратмалли уйрăм çук. Çакна районта ачасем сахал çуралнипе çыхăнтараççĕ. Паллах, пирĕн районти çемьесене аист пачах килме пăрахман-ха – кăçалхи тăхăр уйăхра 132 ача çуралнă. Анчах вилекенсен шучĕпе танлаштарсан (тăхăр уйăхра 354 çын) çуралакансен шучĕ питĕ пĕчĕк. Палăртмалла, районти хĕрарăмсене, вĕсем мĕнле теветкеллĕх ушкăнĕнче (группа риска) пулнине кура, ача çуратма Çĕмĕрлене е Шупашкара яраççĕ.
Ача юрату çимĕçĕ пулмалла. Ăнсăртран çут тĕнчене килнĕ пепке савăнтармасть, телей те кÿмест. Паян хырăм юласран тĕрлĕ мелпе сыхланма пулать. Хальлĕхе анне пулма хатĕр мар пулсан, тĕслĕхрен, ятарлă эмелпе сыхланма май пур. Çапах та малтан тухтăрпа канашласан аванрах. Çапла туни вăхăтсăр ача çуратасран, тĕрлĕ чиртен сыхланма пулăшать. Сăмах май, хĕрарăмсен консультацийĕнче сахал тупăшлă çемьесенчи хĕрарăмсене кун пек сыхлану мелĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Апла пулин те, кăçалхи тăхăр уйăхра 89 хĕрарăм хырăм пăрахнă. Паллах, пурнăçра темĕнле йывăр лару-тăру та пулать, анчах та аборт туни хĕрарăм сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ пулнине те, пулас пепкен пурнăçне татнине тухтăрсем те, чиркÿ çыннисем те сивленине манас марччĕ.
Таса та çирĕп сывлăхлă, кĕтнĕ, юратнă, телейлĕ ачасем килччĕр çут тĕнчене!