АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿхе пăр шанчăксăр

19 ноября 2008 г.

Çанталăк кунран-кунах сивĕтсе пырать. Кĕçех юхан шывсемпе пĕвесем тата кÿлĕсем пăрпа витĕнĕç. Çакă малтанхи вăхăтра çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Ача-пăча, акă, пăр çинче выляма е конькипе ярăнма юратать. Çавăн пекех пысăккисем те вăрăм çула кĕскетес тесе пăр çийĕпе утма тăрăшĕç. Çÿхе пăр вара ултавлă. Сăмахран, 7 сантиметр хулăнăшĕнчен ытларах пăр кăна шанчăклă. Хăвăрт юхакан вырăнсенче, çăл куçсем таврашĕнче, тĕрлĕ ÿсен-тăранпа хупланнă çĕрте унăн хулăнăшĕ çÿхерех пулать. Сывлăш температури 0 градусран пысăкрах виçĕ кун хушши тăрсан пăр çирĕплĕхĕ 25 процент таран чакать.

Паллах, темле асăрхансан та хăш чухне инкек сиксе тухма пултарать. Кун пек чухне шыва кĕрсе ÿкнĕ çыннăн мĕн тумалла-ха; Унăн алăсене сарма, пăр хĕррине çакланма тăрăшмалла. Кĕлеткене тÿрĕ тытмалла, хăвăрт хусканусем тумалла мар. Пăр хĕррине кăкăрпа выртса малтан пĕр урине, хыççăн тепĕр урине çÿле кăларма тăрăшмалла. Шывран тухсан пăр тÿснине туйса илсен çыран еннелле хуллен шумалла. Çакна та асра тытас пулать: килнĕ çулпах каялла каймалла. Мĕншĕн тесен унти пăр шанчăклине, утма тÿснине хăвăрах курса ĕнентĕр ĕнтĕ. Вăл сирĕн кĕлетке йывăрăшне чăтма кирлĕ.

Шыва сикнĕ çынна çăлакансен мĕн пĕлмелле-ха; Вĕсен инкек пулнă вырăна çитиччен вăрăм патак, чус е вĕрен тупса хатĕрлемелле. Темиçе пиçиххие е шарфа пĕрле çыхса вăрăмлатма та юрать. Шыври çын патне шуса кăна пымалла. Патне çитиччен темиçе метр юлсан ăна малтан хатĕрленĕ вĕрене, патака е шăчăна ывăтса парăр. Инкек тÿсекене асăрханса пăр çине кăлармалла, хырăмпа шуса хăрушă вырăнтан илсе тухмалла. Çакăн хыççăн шыва кайнă çынна ăшă вырăна илсе кĕмелле. Унăн йĕпе тумтирне хывса илсе кĕлеткине спиртпа е эрехпе сăтăрмалла. Вĕри чей ĕçтермелле. Эрех пама юрамасть.

Пăр тăрăх тĕрлĕ груз турттарса тухасси те пулма пултарать. Кун пек чухне маларах пăр шанчăклăхне тĕрĕслемелле. Пысăк лаптăклă, сарлака çунасемпе усă курмалла.

Ача-пăчана конькипе пăр çинче ярăнма ирĕк париччен малтан унăн хулăнăшне тĕрĕслесе пăхмалла. Халăх йышлă пулакан çĕрте унăн хулăнăшĕ 25 сантиметртан кая пулмалла мар. Пĕве, юхан шыв, кÿлĕ тăрăх йĕлтĕрпе иртнĕ чухне çурăм хыçĕнчи кутамккана пĕр хул пуççи çине кăна çакмалла. Çавăн пекех йĕлтĕр çыххине салтма тăрăшмалла.

Хĕл кунĕсенче пулă тытма юратакансем те йышлă. Вĕсен пăр çийĕн чупма, сикме юрамасть. Пĕр çĕре пысăк йышпа пухăнса тăни те инкек патне илсе çитерме пултарать.

Пĕтĕмĕшле илсен, пăр çинче асăрхануллă пулмалла. Хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлни, вĕсене пăхăнса пыни шыва путакансен хисепне чакарма пулăшĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика