АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă

19 ноября 2008 г.

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă

Паян вулакансене Г.М.Мазуркинапа тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Галина Михайловна 1950 çулхи март уйăхĕнче Туктамăш ялĕнче çуралнă. Халĕ вăл Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнать. Унăн ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене лекнĕ. Çамрăклах ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă, аслисемпе танах хирте пилĕк авнă. Апла пулин те хĕр çутă малашлăх патне ăнтăлнă. 1967 çулта Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулне пĕтерсен Шупашкарти счетпа бухгалтер шкулĕнче ăс пухать. 1968 çулта дипломлă çамрăк специалист Хĕрлĕ Чутайри райфин уйрăмĕнче бюджет енĕпе ĕçлекен инспектор пулса тимлеме пуçлать. Ĕçленĕ хушăрах бухгалтер Канашри финанс техникумĕнче пĕлĕвне ÿстерсе пырать, 1971 çулта вăл патшалăх бюджечĕ специальноçа алла илет.

Пĕлĕвне, пултарулăхне кура Галина Михайловнана яваплăрах ĕçсем шанаççĕ. Вăл пур должноçра та хăйĕн ĕçне юратнине тата бухгалтер профессине тĕрĕс суйласа илнине ĕçпе кăтартма пултарнă. Коллективра хисепленĕ ăна, шаннă. Галина Михайловна шут ĕçне пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлнĕ. Г.М.Мазуркинан тăрăшулăхне асăрхамасăр хăварман. Ăна 1984 çулта ЧАССРăн Финанс министерствин Хисеп грамотипе хавхалантарнă. 1985-1989 çулсенче умри тĕллевсене пурнăçласа пынăшăн тата обществăлла ĕçсенче палăрнăшăн Чăваш АССР Финанс министерстви «Бюджет ĕçĕсене туса пыракан чи лайăх бухгалтер» ят парса чысланă. Хисеп хучĕсен, Дипломсен шучĕ те çук. Галина Михайловна «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. Сăмах май, 1968 çултан пуçласа 2005 çулхи ноябрь уйăхĕччен районти финанс уйрăмĕнче бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçланă. Вăл шутран 30 çул хушши тĕп бухгалтерта ĕçленĕ.

Галина Михайловна ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çамрăксене яланах пулăшса пынă. Çавăнпа ĕçтешсем тĕп бухгалтер пирки ырăпа асăнаççĕ, ветерана манмаççĕ.

Г.М.Мазуркинан мăшăрĕ те, Петр Григорьевич, ялти ятлă çын. Хăй вăхăтĕнче вăл юсавпа строительство участокĕнче прораб пулса тимленĕ. Халĕ вăл та тивĕçлĕ канăва тухнă, унăн «Ĕç ветеранĕ» ят та пур.

Мазуркинсем 40 çул пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕр ывăл, икĕ хĕр – çемье телейĕ, пуянлăхĕ. Пĕр çемьене чăмăртаннăранпа вĕсем ырлăхне те, хура-шурне те чылай курнă. Анчах мăшăрсем пĕр-пĕрне каçарма пĕлнĕ, пурнăçламалли ĕçе пĕрле сÿтсе явнă. Халĕ те шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ вĕсем. Кил-çурт хăтлă та илемлĕ, хуçалăхра кашни япала хăй вырăнĕнче.

Пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ ветерансем. Кил картинче выльăх-чĕрлĕх чылай тытаççĕ. Вĕсене тăрантарма та вăхăт чылай кирлĕ-çке. Канмалли кунсенче ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Эппин, мăшăрсем телейлĕ. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра;

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика