22 ноября 2008 г.
Районти культурăпа кану центрĕнче ноябрь уйăхĕнче ял ĕçченĕсем валли тĕрлĕ кăсăк фестивальсем иртрĕç. Чи паллисенчен пĕри – «Пусть живые запомнят и пусть поколения знают» патриотизмла юрăсен фестивалĕ. Ун хыççăн культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсемпе художество пултарулăхне кăмăллакансем «Ăнăçу – 2008» фестивале хутшăнчĕç. Фестивалĕн концерт программине халăх хорĕсем шăрантарнă юрăсем, «Шокăль» тата «Шуçăм» ансамбльсен илемлĕ кĕввисемпе ташшисем, Наталья Чишкина, Юрий Егоров, Валентина Немешкина, Эльвира Федорова солистсен пултарулăхĕ, Ольга Тимофеева Э.Асадовăн «Татăлу» сăввине вулани пуянлатрĕ. Çавăн пекех куçса çÿрекен клуб учрежденийĕн «Как завести и пронести семью» театрализациленĕ представленийĕ асра юлмалла иртрĕ.
Куракансемпе республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕсем концерта ырласа нумай ăшă сăмах каларĕç. Уйрăмах ветерансен халăх хорĕ (хормейстерĕ Галина Матюшкина) мухтава тивĕçрĕ. Хор шăрантарнă «Тăван ял урамĕсем» тата «Как пойду я на быструю речку» юрăсем килĕшÿллĕ янăрарĕç. Шупашкарсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Василий Романов тата Олегпа Радик Сулейманов пĕр тăван музыкантсем баянпа ăста вылянине палăртрĕç. Программăна çепĕç сасăллă Александра Фондеркина ертсе пынине те пурте асăрхарĕç.
Тепĕр икĕ кунтан Чутай сцени çинче çамрăк артистсем «Юмах çăл куçĕсем» фестивале хутшăнса тăватă спектакль кăтартрĕç. Пирĕн районти Пуканесен халăх театрĕ (художество ертÿçи – А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Николай Спиридонов) чăваш искусствисен деятелĕ Татьяна Морева режиссерпа ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Мария Арлан художник лартнă «Сказание о Петре и Февронии» спектакле лартрĕ. Спектакльти ташăсене лартаканĕ Раççей тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Людмила Нянина, кĕввине йĕркелекенĕ Ираида Спиридонова.
Районти Культура çурчĕ çумĕнчи Çамрăксен халăх театрĕ Валентина Степанова режиссер хатĕрленĕ «Сказ про то, как Добро и Зло боролись» спектакле кăтартрĕ.
Етĕрне районĕнчи Асламас тата Элĕкри халăх театрĕсен ĕçĕсене те куракансем хапăл туса йышăнчĕç. Спектакльсене хутшăннă тĕрлĕ классенчи шкул ачисем искусство çулĕпе çирĕп утма тăрăшнине ĕнентерчĕç.
Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ шкул ачисем валли сахал мар тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Кĕрхи каникул кунĕсенче кунта «Ырă ĕç тума васкăр» интеллектуаллă вăйă, телевизорпа кăтартакан ача-пăча передачисене сÿтсе явни, тĕрлĕ кружоксен занятийĕсем иртрĕç.
Çитес кунсенче кунта «Анне ăшши» уяв, Василий Романовăн юбилей каçĕ, «Юратсан юрлас килет» концерт пулмалла.
Культурăпа кану центрĕн алăкĕсем пурин валли те яланах уçă.