АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ

22 ноября 2008 г.

Юн кун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, районта та, республикăри пекех, Информаци кунĕ иртрĕ. Çак кун пирĕн района Чăваш Республикин тарифсемпе ĕçлекен службăн ертÿçи Алексей Журавлев ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Информаци кунĕн темине иртнĕ хаçатра пĕлтернĕччĕ-ха, тепĕр хут аса илтеретпĕр: Д.А. Медведев Раççей Президенчĕн РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕнчен тухса тăракан задачăсем çинчен; граждансене социаллă пулăшу парассине вăйлатас мерăсем пирки: бюджетниксене ĕç укçине çĕнĕлле тÿлесси, пурăнмалли условисене лайăхлатасси, çăмăллăхсене укçа çине куçарасси, Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсем пирки; ял хуçалăх çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата халиччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртнин калăпăшĕ çинчен.

Калас пулать, пурĕ 10 ушкăн йĕркеленсе ял тăрăхĕсене çитнĕ. Район пуçлăхĕ А.Криков тата А. Журавлев Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пулнă. Вырăнти шкул коллективĕпе тĕл пулнă май, 2006-2008 çулсенче çул-йĕр тăвассине хăвăртрах вĕçлессипе ЧР Президенчĕн Указне пурнăçлас енĕпе районта аван ĕçленине палăртнă. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Валерий Устяк кун йĕркинчи ыйтусене тишкерес тĕллевпе районти шкул директорĕсемпе тата вĕсен çумĕсемпе курнăçнă. Тĕл пулура ĕç укçине çĕнĕлле тÿлесси пирки уйрăммăн пăхса тухнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Республикăри 1" клиника больници» патшалăх учрежденийĕн эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ Игорь Мадянов тата И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ Василий Тимофеев Хусанушкăнь тата Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче пулнă.

Тĕл пулусем вĕçленсен райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче Информаци кунне пĕтĕмлетнĕ, ял çыннисем панă кашни ыйтăва сÿтсе явнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика