АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянах ĕçе пуçăнмалла

22 ноября 2008 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи октябрь уйăхĕнче Раççейре черетлĕ çырав пулмалла. Унăн тĕллевĕ – халăхăн, çĕршывăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне палăртасси.

Перепиçе тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть район администрацийĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссин иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ А.П.Самылкин ертсе пычĕ. Ларура комисси членĕсем адрес хуçалăхне йĕркене кĕртессине тишкерчĕç. Ку вăл 2010-мĕш çулхи çыравшăн кăна мар, пирĕншĕн кашнишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Урамсемпе тăкăрлăксен ячĕсене, çуртсен, подъездсен номерĕсене уçăмлă çырса çапмалла. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне мĕн пур çурт-йĕрĕн 95 процентне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев мĕн кăтартать-ха; Ялсенче урамсен ячĕсем çук е палăрмаççĕ, çуртсемпе хваттерсен номерĕсем курăнмаççĕ. Шел те, 67 процентĕнче тĕрлĕрен çитменлĕхсем пуррине палăртмалла. Çавăн пекех ларура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тĕрĕслев ĕçне вĕçлеме хушса хăварчĕç, çитменлĕхсене пĕтермелли пирки асăрхаттарчĕç.

Палăртмалла, чи пирвайхи хатĕрленÿ ĕçĕсене 2009 çулхи иккĕмĕш кварталта вĕçлемелле. Çавăн пекех çакна пĕлтермелле: çырав – 2010 çулхи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. «Вăхăт пур-ха. Ĕлкĕретпĕр», – тесе лăпланса лармалла мар. Вăхăта сая ямасăр ĕçе пуçăнмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика