22 ноября 2008 г.
Юлашки çулсенче Раççейре çеç мар, пирĕн республикăра та сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани уççăн палăрма пуçларĕ. Çакă, паллах, савăнтарать. Çынсем хăйсен сывлăхне упрассишĕн тăрăшни ырă пулăм. Анчах пирус туртакансем çамрăклансах пыни, вĕсен йышĕнче ял хĕр ачисем те пулни тарăн шухăша ярать.
Пирус туртакансем шкул партти хушшинчех çак киревсĕр йăлана хăнăхни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Сигарет тутлă, ăна хыпсан хăвна лайăх туйма пуçлатăн тесе калаймăн. Пĕрремĕш сигарет туртсанах хăсас килет, пуç çаврăнать, ÿсĕрттерет. Каярахпа вара туртаканăн пырĕ кĕçĕтет, ÿпки çунать, лайăх мар сывлать, кăкăр пÿлĕнет, шăлĕсем, пÿрнисем саралаççĕ, укçа-тенкĕ нумай расхутланать, ÿпке, чĕре чирĕсем пуçланаççĕ. Чăннипе каласан, ку чухне табак туртакан мĕн пулассине лайăх чухлать. Анчах мĕншĕн-ха вăл тăтăшах сигарет тивертет;
Çынсем пируса киленÿ шыраса мар, туртнă чухне пулакан çыхăнусемшĕн çăвара хыпаççĕ. Сăмахран, çул çитмен ача авторитетлă ашшĕ-амăшне пăхăнса тăманнине çирĕплетесшĕн, пĕр-пĕр ушкăна лекме, ыттисем хăйсен çынни вырăнне хурса йышăнччăр тесе пирус туртма пуçлать. Çамрăк хĕрсем те пирус туртса никама пăхăнманнине кăтартасшăн. Çулсем иртнĕ май çак виçесем улшăнаççĕ. Аслисем пирус туртни кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшнине пĕлтереççĕ. Сигарет тивертсе яр çеç, кăмăл-туйăм çав тери çĕкленет имĕш. Туртнă май мĕнле шухăшсен ытамне путаççĕ-ха;
- никама пăхăнманни тата ÿссе çитĕнни;
- хăйне ушкăн çынни пек туйни;
- ăнăçлăх, хăтлăх кĕртни, чунра лăпкăлăх хуçаланни;
- шухăша йĕркелесе пыни;
- хăвна чăн-чăн арçын пек туйни;
- мĕнле те пулин ĕçе вĕçлени;
- вăхăта ирттерни, чĕлĕм туртса илни;
- хăвăн ăнăçлăхна кăтартни (эпĕ хаклă йышши сигарет туртатăп) тата ытти те.
Енчен те эсир туртма пăрахас терĕр; Психологсем çапла сĕнеççĕ: чи малтанах пирус туртнă вăхăтсене аса илмелле мар. Халĕ вара шухăшлăр, хăвăрăн сывлăхăра çак сиенлĕ майпа пĕтерме юрать-и; Вăхăта ирттермелли урăх майсем çук-им; Халĕ вара ку сирĕнтен çеç килет.
Туртма пăрахас текенсем валли район центрĕнчи аптекăсенче «Никоретте» чăмлак тата пластырь сутаççĕ.